Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхлăх мерисем – тĕп вырăнта

Сыхлăх мерисем – тĕп вырăнта

Куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерекен «Арбат» суту-илÿ çуртне тавар туянма çÿрекенсем йышлă. Çакна шута илсе дирекци коронавирус инфекцийĕ ересрен асăрханса сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнса ĕçлессине чи малти вырăна хурать.

Юрий Чернов предприниматель ĕçе пикеничченех малтан хăйĕн ÿт температурине виçет, çакăн пирки ятарласа уçнă журналта паллă тăвать. Çапла пулмалла та.

Çутă та тирпейлĕ залри витринăсемпе урайне ку чухне кашни 2 сехетрен дезинфекци шĕвекĕ хутăштарнă шывпа çуса тасатаççĕ. Алăсене дезинфекци тумалли шĕвек савăтне алăкран пырса кĕнĕ çĕре, куçа курăнакан вырăна вырнаçтарнă – тавар туянакан ăна çийĕнчех асăрхать. Юрий Николевич çирĕп ыйтакан хуçа. Сăмса-çăвара маскăпа хупламасăр пырса кĕрекене те çийĕнчех курать, асăрхаттарнине йышăнман çакăн пек çынсен ыйтăвне тивĕçтермессе те пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code