Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Таллин чăвашла калаçать

Таллин чăвашла калаçать

Эстонири радио нумаях пулмасть мухтавлă ентешпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Китай чĕлхине тарăннăн тĕпчесе пуян еткерлĕх хăварнă Никита Бичуринпа чăвашла (!) паллаштарнă. Радиокăларăма вара Елчĕкре çуралнă, хальхи вăхăтра Эстонире пурăнакан Ираида Захарова ертсе пынă.

Ираида Захарова, пирĕн хаçата пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çултанпа Эстони радиопĕрлешĕвĕ тĕрлĕ халăхпа ĕçлессине çĕнĕ шая кăларать. «Çавăнпа çыхăнтарса конкурс йĕркеленĕ, унта пирĕн «Атăлçи» (MTU Volgamaa) пĕрлешỹ те хутшăнчĕ. Конкурс пирĕншĕн ăнăçлă иртрĕ. Çавна пула 2010 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа «Ăраскал» радиокăларăм тухма тытăнчĕ», — пĕлтерчĕ пире ентешĕмĕр.

Унăн ятне, мĕнле кăларассине, тĕп шухăшне кăларăма ертсе пыраканĕ тата хатĕрлекенĕ Ираида Захарова сĕннĕ пек тума тăрăшаççĕ. Чи пĕлтерĕшли — кăларăм чăвашла тухса тăмалла. Вăл уйăхра пĕрре тухса тăрать. Хальлĕхе эфира 71 кăларăм тухнă, вăл шутран 52-шĕ чăвашла, ыттисем — вырăсла.

«Кăçалхи кĕркуннерен тытăнса Таллин кашни уйăхра чăвашла калаçĕ», — тесе пĕлтерчĕ Ираида Захарова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code