Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи вăйпа

Пĕрлехи вăйпа

Хусанта Чăваш Ен делегацийĕ нумаях пулмасть Тутар Республикин Вĕренỹ тата наука министрĕпе Ильсур Хадиуллинпа тĕл пулнă. Икĕ ен чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлевăн 175 çулхи юбилейĕпе çыхăннă пĕрлехи мероприятисен планне сỹтсе явнă. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă.

Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров регионта ирттерме палăртнă ĕçсемпе паллаштарнă, кил хуçисене 1000 экземпляр чăвашла çырнă вĕренỹпе илемлĕ литература туянма Сертификат панă.

Леонард Левый И.Яковлев çуралнă Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче иртекен мероприятисем çинчен каласа кăтартнă. Кăçал И.Яковлев Кĕçĕн Елчĕкре пĕр класлă пуçламăш училище уçнăранпа 145 çул çитет. Çавна май Елчĕк вăтам шкулĕнче «Яковлев шкулĕ» пултарулăх лапамĕ ĕçлĕ. Уяв программинче Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор, Тỹскелĕнчи «Шуçăм» фольклор ансамблĕсем чăваш халăхĕн юрри-кĕввипе паллаштарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code