Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Соцконтракт

çине таянса округра уйрăм граждансене патшалăх енчен социаллă пулăшу парасси малалла пырать.

Çак кунсенче иртнĕ ларура округра пурăнакан 5 çыннăн докуменчĕсене тишкернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа социаллă контракт пĕтĕмпе 17 гражданинпа çирĕплетнĕ. Вăл шутран ытларахăшĕ, 8-ăн,хушма хуçалăх йĕркелес тĕллевлĕ.

Сыхă пулни — пăсмасть

Округра командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ.

Тĕп ыйтусен шутĕнче — ялсенчи уйрăм урамсене, экономикăпа социаллă объектсене çурхи шыв-шур илесрен сыхласси. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă проблемăсем те айккинче юлман.

Ейĕве сирсе ярассипе çыхăннă вĕренĕве Элекçей Тимеш тата Кавал ялĕсенче йĕркеленĕ.

Паттăрсемпе куçа-куçăн

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта учительсемпе вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе тĕл пулнă.

Алексей Егоров çар тивĕçне малтанхи кунсенченех пурнăçлама пуçланă, наградăсене тивĕçнĕ. Аманса таврăнсан сиплев тапхăрне кунтах ирттернĕ. Халĕ каллех хăй тăракан çар чаçне тухса каять.

Николай Федотов вара отпуска килнĕ.

Çĕршыв хỹтĕлевçисем Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă, ачасен çырăвĕсем пысăк хавхалану кỹнине палăртнă. Шкул директорĕ Анфиса Ефимова ĕнерхи вĕренекенсене çĕнтерỹпе, ырă-сывă таврăнма суннă.

Çур акине хатĕр

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çур акине паян тесен паян тухма хатĕр.

Хуçалăхри юсав мастерскойĕнче ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Кунта водительсемпе механизаторсем халĕ хăйсене шанса панă техникăна тĕплĕн тĕрĕслесе хире тухма хатĕрлеççĕ. Сеялкăсемпе культиваторсене, катоксемпе прицепсене, ытти хатĕрсене тахçанах йĕркене кĕртнĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсем, стандарта тивĕçекен вăрлăх та çителĕклĕ.

Вăхăтра пулăшмалла

Округра «Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер» ятпа профилактика мероприятийĕ пырать.

Унăн тĕп тĕллевĕ — наркоманипе çыхăннă саккунсем, ку енĕпе саккуна пăссан тивекен яваплăх пирки ăнлантарасси, наркотикпе суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешессине профилактикăласси тата çак ĕçе общественноçа анлăн явăçтарасси.

Оперативлă информаци йышăнассине йĕркелессине те тĕпе хуратпăр. Наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа, наркотикпа суту-илỹ тунине е наркопритон йĕркеленине çирĕплетекен, саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан граждансем округри полици пайне шăнкăравлама пултараççĕ.

О.КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code