Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿхе пăртан асăрханар

Çÿхе пăртан асăрханар

Сивĕ кунсем пуçланчĕç анчах, çапах та хăшĕсем, уйрăмах пулăçсем, çÿхе пăрпа витĕннĕ пĕве-кÿлле кĕме шикленмеççĕ. Тутарстанра çак кунсенче çул çитмен ача пăр çурăлнăран шыва анса кайнă тĕслĕх пулнă.

МЧС ĕçченĕсем хальхи вăхăтра юхан шывсем çирĕп шăнса çитейменнине хыпарласа халăха çÿхе пăр çине кĕме юраманни пирки асăрхаттараççĕ. Сывлăш температури 0 градус тăнă чухне пăр çирĕплĕхĕ 30 градус сивĕ чухнехипе танлаштарсан 10-15 хут «вăйсăртарах». Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл тата та çÿхерех. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртаççĕ специалистсем.

Çынсем пулă тытас тĕллевпе пухăнакан вырăнта е пĕр çыранран теприне çитес тесе сукмак хывакан тĕлте ятарлă табличкăсем е асăрхаттару аншлагĕсем вырнаçтармалла. Иртен-çÿренĕн, паллах, «Пăр çине кĕме юрамасть!» йышши асăрхаттару паллисене курсан вĕсене унта ахальтен çирĕплетменнине шута илмеллех. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та çынсем суранланнин е вилнин сăлтавĕ пулма пултарать.

В.РЫБКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code