Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем маттурах

Елчĕксем маттурах

Районта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă ăмăрту иртнĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Канаш районĕсенчи çамрăк спортсменсем хутшăннă.

Çивĕч кĕрешÿсенче Елчĕк шкулĕнчи Сергей Александров тренер ертсе пыракан ачасем пысăк ÿсĕмсем тунă. Ахальтен мар команда пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăйсен виçисенче Д.Крысов, Д.Иванов, В.Соколов пĕрремĕш, Н.Григорьев, Р.Никонов, Д.Петров, К.Филиппов, Д.Борисов, Р.Албутов иккĕмĕш, Д.Крысов, А.Антонов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Харпăр хăй виçисенче Кушкă шкулĕнчи Р.Галошев пĕрремĕш, Н.Амаюков, Н.Шавкин, Д.Тихонов, Д.Веников, К.Сальников, Д.Михеев иккĕмĕш, Д.Емильев, Д.Григорьев виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Вĕсене Станислав Шавкин тренер ертсе пырать. Кушкăсен команди пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Виççĕмĕшсем – Çĕнĕ Пăвасем. Вĕсен командинчи Р.Иванов, А.Курчин призлă вырăнсене йышăннă. Аслă Елчĕкри С.Мисяков пĕрремĕш, Ю.Прокопьев виççĕмĕш тухнă.

Çамрăк кĕрешÿçĕсене Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ хаклă призсем парса хавхалантарнă.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнтерÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code