Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Çамрăксем информаци уçлăхĕнче»

«Çамрăксем информаци уçлăхĕнче»

Районта иртнĕ çамрăксен пĕрлехи информаци кунне халалласа Патреккел шкулĕнче «Çамрăксем информаци уçлăхĕнче» ятпа тĕл пулу йĕркелерĕç.

Унта райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Марина Вастулова, «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Марина Александровна вĕренекенсене информаци çăлкуçĕсем пирки каласа кăтартрĕ, Интернетăн ырă тата сиенлĕ енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Усăллă та кирлĕ информацие паян тĕрлĕ майсемпе сарма май пурри пирки пĕлтернĕ май вăл пухăннисене ВКонтакте сайтра уçнă «Елчĕк районĕн пултаруллă çамрăкĕсем» страницăпа паллаштарчĕ. Ăна М.Вастулова йĕркелесе пырать. Енчен те ачасен тата вĕрентекенсен тĕрлĕ ыйту çуралсан, е тĕрлĕ темăпа информаци пĕлтермелле пулсан вĕсем çак сайт урлă райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсемпе чăрмавсăрах çыхăнма пултараççĕ. Хаçат ĕçченĕсем ноябрĕн 26-30-мĕшĕсенче волонтер-профориентаторсен хушшинчи «Санăн професси суйлавĕ» ятпа иртекен республика шайĕнчи акцие хутшăнса вĕренекенсене журналист профессийĕ пирки каласа кăтартрĕç. Асăннă шкулта хаçат-журналпа тачă çыхăну тытакан вĕренекенсем йышлă. Вĕсене тупса палăртса пултарулăхне аталантарса пырассинче «Çамрăк çеçпĕлсем» литература кружокĕн ертÿçин – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Галина Енейкинан тÿпи пысăк. Вăл кружок ĕçĕпе, унта çÿрекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, çамрăк сăвăçсем хăйсен сăввисене чуна хумхантармалла каласа кăтартрĕç.

Шкулти волонтерсем табак туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă «Сигарета канфетпа улăштаратпăр» акцие хастар хутшăнчĕç. Татьяна Никифорова социаллă педагогпа шкулти медицина ĕçченĕ Алена Можаева вĕренекенсене табак сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç. Татьяна Владимировна «Йÿçĕ тĕтĕмĕн вăрттăнлăхĕ» ятпа кинолектори йĕркелерĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: тĕл пулура «Çамрăк çеçпĕлсем» кружок членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code