Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мини-стадион хута кайĕ

Мини-стадион хута кайĕ

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулпа юнашар стадион тăвас ĕç пырать.

Проект Чăваш Республикин вĕренỹ министерствин программипе тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пулăшнипе пурнăçланать. Хальхи стандарта тивĕçтерекен спорт лапамĕ 46,28 тăваткал метр йышăнать. Унта волейбол, мини-футбол, баскетбол площадкисем, чупу вырăнĕ пулĕç. Вăл лаптăксене асфальт сарса хытарнă, панельлĕ карта тытса çавăрнă, алăк вырнаçтарнă. Ĕçе кĕртмелли пĕтĕмĕшле сумма — 12589681 тенкĕ.

Контрактпа килĕшỹллĕн кунти ĕçсене округра ырă ят çĕнсе илнĕ подряд организацийĕ — «Стройсфера» сахал яваплă общество коллективĕ пурнăçлать.

— Строительсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă эпир, — пĕлтерет отпускра пулнине пăхмасăр унти улшăнусемпе куллен интересленекен Ирина Чернова шкул директорĕ. — Ĕнер вĕсем юлашки тапхăра — площадкăна резина сарассине пуçăнчĕç.

Мини-стадион палăртнă вăхăтчен — августăн 1-мĕшĕччен сывă пурнăç йĕркине юратакансене кĕтсе илессе шанма пулатех.

ЧР вĕренỹ министерствин программипе килĕшỹллĕн çакнашкал стадион тăвассине, çавăн пекех территорие тирпей-илем кĕртессине Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта та пăхса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code