Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чăн-чăн маçтăр

Чăн-чăн маçтăр

Римма Парферьева 1965 çулхи январь уйăхĕнче Аслă Пала Тимеш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле Костромари ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăсать, зоотехник пулса тăрать. Ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Кострома облаçĕнче зоотехникра ĕçлет. Пĕчĕкренех ÿкерме юратнăскерĕн кулленхи ĕçĕнче тем çитмен пек – ĕçне вĕçне çитереймен пек туйăнать. Çак сăлтавпах кăштах вăхăт иртсен вăл Костромари ÿнер училищине вĕренме кĕрет, ăна пĕтернĕ хыççăн тÿрех Аслă Пăла Тимешри «Победа» хуçалăхра художник-оформитель пулса тăрăшать. Римма Витальевна киçтĕке алăран пачах вĕçертмест, клубсене, шкулсемпе ача сачĕсене, парксене çĕнĕ сăн кĕртесси унăн чун киленĕçĕ пулса тăрать. Анчах та чунне каллех тем кăшлать тейĕн – чăн-чăн живопиçе алла илес ĕмĕт канăçсăрлантарать хĕре. Мĕн вĕреннипе лăпланса лармасть, 2006 çулта Шупашкара çул тытать: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен вара 1991 çулта Елчĕкри искусство шкулĕнчи художествăпа графика уйрăмне ĕçлеме вырнаçать те, паянхи кунчченех унта преподаватель пулса тăрăшать, ачасене илемлĕх тĕнчине туйма вĕрентет тата çамрăк ÿнерçĕсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлама пулăшать. Пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те пысăк преподавателĕн. Ахальтен мар ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне тĕрĕс çул суйлама пулăшас тата пултарулăхне аталантарас тĕллевпе искусство шкулĕнче вĕрентме тăрăшаççĕ. Пулас художниксем живопись урокĕнче тĕрлĕ тĕссемпе хутăштарса сăрлама, илемлĕхе курма тата ăсталама, ытти тĕрлĕ мелсене вĕренеççĕ. Чăваш тĕррипе те кăсăкланаççĕ вĕсем. Ĕлĕкхи тĕрĕ тĕсĕсене упраса малалла аталантарас тĕллевпе уроксем ирттерет Римма Витальевна, ку енĕпе «Ĕлĕкхи чăваш тĕрри» ятпа хатĕрленĕ ятарлă программа питĕ нумай пулăшать.

Елчĕкри искусство шкулĕнче ÿкерес ăсталăха туптакансем район, республика тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, час-часах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 2015-2018 çулсенче Карина Сивкова, Елизавета Мурзакаева хайсем ÿкернĕ ĕçĕсемпе Пĕтĕм Раççейри çамрăк художниксен «Уникум» фестивалĕн финалне тухрĕç, çавна май вĕсем Санкт-Петербургри тĕрлĕ курав центрĕнче мастер-классене хутшăнма пултарчĕç. Елизавета хăйĕн «Натюрморт с чайником», «Родной край», «Зимние узоры», «Я – будущий художник» тата ытти ĕçĕсемпе палăрса малти вырăна тивĕçнĕ. Çак çĕнтерÿ пулăшнипех вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн талантлă ачасене ятран паракан стипендине илсе тăма пултарчĕ. Пĕтĕм тĕнче шайĕнче йĕркеленĕ конкурссенче мала тухнисем те пур. Анастасия Сергеева «Танец чувашской девушки», «Художник и время», Ангелина Александрова «Пасхальная радость», «Красота родного края», Анастасия Шаурбина «Лесная тропинка к Храму», Ксения Агеева «Калейдоскоп талантов», Екатерина Ертмакова «Закат на море», Герман Мурзакаев «Пусть всегда будет мир», Екатерина Архипова «Просторы залива» ĕçĕсемпе палăрчĕç, Ирина Баранова, Вероника Тябукова, Ольга Тябукова, Карина Сивкова, Александра Ильина пĕрре анчах мар хавхалантару парнисене илме тивĕç пулчĕç.

Халĕ вăл вĕрентекен ушкăна 56 ача çÿрет. Искусство шкулĕнче вĕренсе тухнă ачасем алла свидетельство илсе час-часах ÿнер ăсти пулас тĕллевпе Шупашкарти, Хусанти тата Мускаври вĕренÿ учрежденийĕсене çул тытаççĕ.

– Этем хăйĕн пурнăçне хăй илем кÿрет, – тет Римма Парферьева.

Сăмахĕсем ĕçпе çирĕпленеççĕ унăн. Тĕрлĕ ăсталăх мелне алла илнĕскер, Турă панă пултарулăхпа туллин усă курать. Унăн килĕ-çурчĕ чăн-чăнах галерейăна аса илтерет. Илем пăлтăртанах пуçланать – стена çинче пушă вырăн юлман, йĕри-тавра куçа илĕртекен ÿкерчĕксене курма пулать. Акварель, гуашь, çуллă сăрăсемпе ÿкерчĕксем тума кăмăллани çакăнта курăнать. Ÿкерчĕксенче тăван тавралăх, асламăшĕпе ÿснĕ ачалăх, ватă çынсен сăнарĕсем, ял хуçалăх сăнлавĕсем. Кунта хуçалăхри хатĕрсем те хăйне евĕр эрешсемпе тыткăнлаççĕ. Ывăссене хохлома, городец, жостово мелĕсемпе илемлетнĕ, гобелен, батик тата типнĕ çулçăран та ÿкерчĕксем ăсталанă. Ÿнерçĕ мĕнпур енĕпе ăста. Ÿкернипе пĕрлех хăва хуллисенчен карçинккасем явса çыхать, тĕрлет, тăмран теттесем ăсталать. Р.Парферьеван Наташăпа Ольга хĕрĕсем те амăшĕ пекех пултаруллă: ÿкерме, тĕрлĕ хатĕртен кÿлепесем тума ăста. Хăйĕн пултарулăхне мăнукĕсене те вĕрентет.
Римма Парферьева кашни çулах районти «Акатуй» уявĕнче курав йĕркелет. Шупашкарти тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ «Акатуй» уявне ĕлĕкхи чăваш тĕррипе мастер-классем кăтартма хутшăнать. Ача сачĕсенче, шкулсенче тата Хусан тăрăхĕнче те тĕрлĕ темăсемпе пĕрре кăна мар мастер-классем ирттернĕ ăста. Паянхи пурнăçра тĕрлĕ ĕçе тума пĕлни хаклă. Конкурссенче пысăк активлăхпа палăрса республика, Раççей шайĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Ятарлă конкурсра мала тухса 2 хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан премие тивĕçнĕ.

Спортра, обществăлла ĕçре активлă вăл. Район тата республика шайĕнче иртекен спорт вăййисене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. 2014 çулта культура ĕçĕнчи хастарлăхшăн ăна Чăваш Республикин Культура Министерствин хисеп хучĕпе чысланă, Хĕрарăмсен республикăри канашĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Валентина Кириллова журналист сĕннипе Римма Парферьева хăйĕн ăсталăхне кĕнеке графикинче тĕрĕслеме пултарчĕ, çавна май унăн «Сиплев утравĕ» /2013 ç/, «Сас пачĕ чĕрĕ чун» /2018 ç/, «Çирĕм çулăн çичĕ кунĕ» /2019 ç/ кĕнекисене капăрлатрĕ.

– Хамăр шкула ăсталăхне туптама килекен пултаруллă та талантлă ачасене аталантарасси, ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме хавхалантарса тĕрĕс çул суйлама пулăшасси – манăн тĕп тĕллев, – тет кăмăллăн ĕçре пысăк ăсталăх пухнă преподаватель.

Л.ЗАЙЦЕВА,
Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан.

Сăн ÿкерчĕкре: Р.Парферьева хăйĕн ĕçĕсенчен хатĕрленĕ черетлĕ курав вăхăтĕнче

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code