Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Куславккана кайса курнă

Куславккана кайса курнă

«Демографи» наци проекчĕ аслă çулсенчи граждансен тата инвалидсен сывлăхне çирĕплетес тĕллеве мала хурать. «Социаллă туризм» проект ку енĕпе пысăк пулăшу парать.

Асăннă проектпа килĕшỹллĕн Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи инвалидсен тата ватăсен стационар уйрăмĕнче пурăнакансем тата округри инвалидсен организацийĕн членĕсем çак кунсенче Куславккари чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене халалланă мемориала çитсе курнă.

— Экскурси питĕ кăмăла кайрĕ. Кунта пире ентешсен паттăрла ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, хамăршăн нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, — каласа парать уйрăмра канлĕх тупнă Илья Корнилов.

Елчĕксем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пысăк паттăрлăхпа палăрнисене асăнса тата чысласа палăк умне чечексем хунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code