Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулашпа паллашнă

Хулашпа паллашнă

Елчĕк муниципалитет округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пулнă.

Округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă хыççăн вĕсем Аслă Таяпа территорийĕнчи X-XIV ĕмĕрсенчи хулаш вырăнĕпе — археологи экспедицийĕпе паллашнă. Кунта Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсем — Николай Мясников, Евгений Михайлов, Александр Березин, Владимир Григорьев ертсе пынипе шырав-тĕпчев мероприятийĕсене йĕркеленĕ. ЧППУн 2 курс студенчĕсем ĕçе алă вĕççĕн, типтерлĕн пурнăçлаççĕ. Тупăннă аваллăхри кашни япала — истори эскпоначĕ, вăл хăй патне черченлĕх ыйтать. Кĕмĕлпе пăхăр укçасем, тăмран тата тимĕртен тунă хатĕрсем, выльăх шăммисем… — археологсен ăсталăхĕпе «кун çути» курнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code