Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шанс Трейдра» шанăç пур

«Шанс Трейдра» шанăç пур

Кĕçĕн Таяпара «Авангард» сахал яваплă общество филиалĕн никĕсĕ çинче округри агрономсен семинарĕ иртнĕ.

Ăна йĕркелекенĕ — «Шанс Трейд» ООО компанисен ушкăнĕ. Унăн специалисчĕсем малтанах тырпул уйĕсене пăхса тухнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлес тытăмпа тата тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене туса илес тĕлĕшпе çыхăннă ĕç опычĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ экономика условийĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсен тупăшлăхне, ỹсен-тăрана хỹтĕлессин пахалăхне ỹстерес тĕллевпе инноваци технологийĕпе анлăн усă курмаллине палăртнă.

Семинара хутшăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Авангард» ООО тĕп директорĕ Николай Курчаткин саламланă.

— Пирĕн округри ял хуçалăх организацийĕсен 10 проценчĕ «Шанс Трейд» обществăн ушкăнĕпе çыхăнса ĕçлет, — палăртнă Леонард Васильевич. — Паян эсир пирĕн хуçалăхсен ертỹçисен ячĕпе ырă сăмахсем каланине илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Ĕçлĕ çыхăну малашне те çирĕпленсе пырасса шанатăп.

Шупашкарти «Чувашагрокомплект» сахал яваплă общество аграрисене хăйĕн продукцине сĕннĕ. Семинара хутшăннисемпе лотерея вылявĕ ирттернĕ май, çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе, электроинструментсемпе тата спорт инвентарĕпе хавхалантарнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code