Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тасалăхшăн тăрăшар

Тасалăхшăн тăрăшар

Ялсен сăн-сăпачĕ çулран-çул ырă енне улшăнсах пырать, халăхăн пурнăç шайĕ те ÿсет.

Ытларах территорисене тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлени сисĕнет. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ятарлă Указне пурнăçласа ялсенче хытă каяшсене вăхăтлăх упрама контейнерсем вырнаçтарни те тирпей-илем енĕпе çыхăннă лару-тăрăва ырă енне улăштарма пулăшрĕ.

Ялти урамсене, хамăр пурăнакан хуçалăхсене тата вĕсен умĕсене тирпей-илемре тытасси пирĕн кашнин тĕп тивĕçĕ. Таса та тирпейлĕ урампа утма та кăмăллă-çке. Анчах та чылай çурт умĕпе иртнĕ чух пахча çумĕсенче хыт хура ашкăрса кайни кăмăла хуçать. Йĕпе-сапаллă çанталăксенче вăл тата та вăй илсе каять. Е пахчасен çумне тĕрлĕ материалтан ?кивĕ хăма, калай, сетка/ хушма картасем туса хурса хур-кăвакал усракансем те пур. Вĕсем иртен-çÿрене утма чăрмантараççĕ, таврара йывăр шăршă сарăлать. Никамран ирĕк илмесĕр патшалăх çĕрĕпе усă куракансен явап тытма тивет. Ача-пăча е спорт площадкисенче те чылай чух çÿп-çап выртнине асăрхатпăр. Çак тĕслĕхсене тĕпе хурса халăха ăнланма, хамăр пурăнакан территорие тасалăхпа тирпейлĕхре тытма ыйтатпăр. Тасалăхшăн хамăр тăрăшмасан пире ыттисем килсе тасатса памаççĕ. Хăйне хисеплекен çын çакна лайăх ăнланать

Саккуна пăхăнманнисене тивекен айăплав çирĕп. Çÿп-çапа юраман вырăна пăрахакана РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан Кодексăн 8.1 статйипе айăпласа 1 пин тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Э.МОЛОСТВОВА, эколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code