Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юмах вулаççĕ

Юмах вулаççĕ

Районти тĕп библиотека Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа чăваш юмахĕсене лайăх вулакансен «Юмах вулатпăр» районти онлайн-конкурсне ирттернĕ.

Унта 6 çултан пуçласа 18 çулхи ачасем тĕрлĕ ÿсĕмсене пайланса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 6-11 çулсенчи В.Абдулкина, С.Воронина /Лаш Таяпа/, К.Комиссарова /Яманчÿрел/, А.Усанова /Елчĕк/ чăвашла юмах вуласа, В.Захарова, Д.Савинова, И.Усанов /Елчĕк/ вырăсла вуласа мала тухнă.

Ача кĕнеке вуламасан шухăшлама та пăрахать. Çавăнпа та шкул ачи пĕрремĕш класранах библиотекăна çул уçтăр тесе тимлетпĕр. Нумаях пулмасть Елчĕк шкулĕнчи 1 «а» классем пуçласа вулавăша килчĕç. Вĕсене ача-пăча уйрăмĕнчи кĕнекесемпе тĕплĕн паллаштартăмăр. Пĕрремĕшсем малашне пирĕн çывăх туссем пуласса шанас килет.

В.ИШМУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code