Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Маска сыхланма пулăшать

Маска сыхланма пулăшать

Медицина маски респираторлă вирус инфекцийĕнчен тата сывлăш-тумлам мелĕпе сарăлакан ытти респираторлă чирсенчен сыхланма пулăшать.

Çапах та хăшĕ-пĕри маскăпа тĕрĕс усă курма пĕлмест. Медицина маскипе усă курнă чухне çак йĕркесене пăхăнмалла.

Маска тăхăниччен малтан алла супăньпе çумалла е антисептикпа тасатса илмелле.

Маскăн сăмсана та, янаха та лайăх хупласа тăмалла, айккисенче те хушăк юлмалла мар.

Тăхăннă чухне медицина маскин шурă тĕслĕ енĕ шалта пулмалла.

Маскăпа чухне ăна алăпа тытмалла мар.

Ăна кашни икĕ-виçĕ сехетрен улăштармалла.

Маскăна хывиччен те алла тасатмалла. Ăна çаккисенчен кăна тытса хывмалла. Тул енчине шалалла тавăрса маскăна целлофан хутаçа хумалла та çÿп-çап витрине пăрахмалла. Ун хыççăн каллех алла тасатмалла.

Нумай хут тăхăнмалли маскăсене кашни кун çумалла, вĕри утюгпа якатмалла. Тăхăниччен таса хутаçра упрамалла. Вăл яланах таса та типĕ пулмалла. Ют çын усă курнă маскăна тăхăнмалла мар, ăна çунă пулсан та.

Маска тăхăнăр, алла çуса тăрăр, дистанцие пăхăнăр. Çак виçĕ йĕркене харăс пăхăннă чухне çеç ăна тăхăннин усси пысăк. Сывă çынсен маскăна обществăлла вырăнсене кайнă чухне тăхăнмалла. Чирлĕ çынна пăхса тăраканăн та хÿтĕлев кирлех.

Куçлăхпа çÿрекенсене маска тăхăнни самай чăрмав кÿрет. Оптика кĕленчисем тарласа тарăхтараççĕ, çапах та чăтмах тивет, хушнине çирĕп пурнăçламалла, ку вăл хамăршăнах.

И.УБАСЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code