Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕрке çынсене тата яваплăрах пулма хистет

Çĕнĕ йĕрке çынсене тата яваплăрах пулма хистет

Район центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци тытăмне йĕркелесе пырассипе — çуртсенчен каялла юхса тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе ĕçлекен Елчĕкри «Спутник-1» ООО ĕçченĕсен кулленхи ĕçĕ питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине кирек кам та лайăх ăнланма тивĕç.

Сăмахран, пĕр сехет анчах кранран шыв ан юхтăр, пăшăрханса ỹкетпĕр, пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлме тытăнатпăр: «Пăрăхĕ шăтрĕ-ши, насусĕ ĕçлеме чарăнчĕ-ши?» — тетпĕр. Канализаци тытăмĕ чăхăмланин тĕслĕхĕсемпе те час-часах тĕл пулма тивет. Кирек хăш самантра та пăрăхсем тапса тухма пултарас хăрушлăх та пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче кивĕ шыв çулĕсене май пур таран улăштарнă пулсан та инкексем çав-çавах нумай пулаççĕ-ха. Апла пулин те пирĕн пысăках мар коллективра тăрăшакан, хăйсен ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă операторсем авари вырăнне хăвăрт тупса палăртса çитменлĕхсене пĕтереççĕ. Ку енĕпе вĕсем çак çулсенче халăх хушшинче самай пысăк ят-сум та çĕнсе илме пултарчĕç. Çын нушине тивĕçтерессипе тимлекен пирĕн предприятире кашни цифра куç умĕнче. Район центрĕнче шывпа усă куракан çын тĕлĕшпе — 920, канализаци тытăмĕпе çыхăннă 600 ытла лицевой счет уçнă. Унсăр пуçне, «Спутник-1» ООО округри шкулсемпе ытти тĕрлĕрен организацисене, ялсенче уйрăм çурт-йĕрпе пурăнакансене те пулăшу ĕçĕсемпе туллин тивĕçтерет. Апла пулин те хальхи вăхăтра «Спутник-1» ООО пулăшăвĕпе усă куракансен тĕлĕшĕпе чылай чухне эпир кăмăлсăр пулнине те уççăнах палăртса калама тивет. Мĕншĕн тесен харпăр счетсене тишкерес пулсан çийĕнчех çакă курăнать: пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн вăхăтра тỹлеме ерçейменнисем сахаллăн мар, тỹлев пирки вуçех «манса» кайнисен — пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн чылай вăхăт тỹлеменнисен списокĕ те пĕчĕкех мар.

Пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен предприятисене пăшăрхантаракан ку тĕлĕшри ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче РФ Правительстви маларах — 2011 çулта йышăннă Хушăва улшăнусем кĕртни вара çынсене шухăшлаттарма, тỹлевсемпе вăхăтра татăлма хистессĕн туйăнать. Çапла вара хальхи вăхăтра пирĕн предприятин вăйра тăракан РФ Правительствин Хушăвĕпе килĕшỹллĕн тỹлевпе вăхăтра татăлман çынсенчен 1 кубла метр сивĕ шывпа усă курнăшăн, таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн тарифпа палăртнинчен 3 хут! ытларах тỹлеттерме е шыраса илме ирĕк пур. Парăмçăсене, тен, çакă ăса кĕртĕ?

Василий ЧЕРНОВ.
«Спутник-1» ООО директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code