Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Блиц-интервью: Владимир Степанов

Блиц-интервью: Владимир Степанов

Пĕр-пĕр кĕнеке вуласа тухнă хыççăн чылай чухне çыравçăсемпе те çывăхрах паллашас килет пирĕн. Мĕн хистет-ха писательсене çырма, вĕсен пурнăçĕнче литература мĕнле вырăн йышăнат? Чăваш кĕнеке издательстви кĕске интервьюсен ярăмне пуçарса ярать. Хамăр авторсене 7 ыйтăва хуравлама сĕнĕпĕр.

Пирĕн редакцин пĕрремĕш хăни – Владимир Степанов прозаик тата журналист, Пĕтĕм Раççейри «Малая Родина» XVI конкурс финалисчĕ /«Удивительные животные Чувашии. Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем» кĕнекешĕн/. Владимир Васильевич çавăн пекех – икĕ кăларăмран тăракан «Тенкри хĕçĕ» роман-этнофэнтези авторĕ.

– Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

– Литература – аталанăвăн палли, этемлĕхĕн сĕм авалхи çулташĕ. Литература этем ăс-хакăлне пултарулăхлă аталантарать. Сăмахран, пурнăç юхăмне этеме литература вĕрентет, ĕç-пуçа тишкерме, ыйтусене сÿтсе явма каллех вăл пулăшать. Литература пĕлтерĕшĕ математикăран вăйлăрах.

– Мĕн хавхалантарать сире çырма?

– Мĕнле те пулин ĕç-пуçа, пулăма, саккунлăха модельлеме май пани, пулман япалана чăнлăх пек кăтартни, çавна май çĕнĕ чăнлăх çуратни.

– Юратнă поэт, прозаик.

– Чăвашсенчен çеç кăтартатăп. Поэт – Петĕр Яккусен, прозаик – Мĕтри Кипек.

– Юратнă кĕнеке.

– Вĕсем нумай, список çĕнелсех, анлăлансах пырать. Пĕр кĕнекене кăна уйăрма çук, кашни хайлав тĕнче уçлăхĕнчи çăлтăр пек, вĕсем вара шутсăр-виçесĕр.

– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

– Михаил Федоровпа, «Арçури» поэма кăткăслăхĕ илĕртет.

– Пурнăç девизĕ.

– Пурнăç техĕмĕ – опыт.

– Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

– Никама та паллаштармастăп. Пурин сĕнĕвĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code