Пятница, 10 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нематодоза чирĕнчен сипленни

Нематодоза чирĕнчен сипленни

Чĕр чунсен нематодоза чирĕ выльăхсен продуктивлăхне чакарать, çынсене те хăрушă сиен кÿме пултарать.

Нематодоза личинкисем выльăхсен организмне апатпа е шывпа /кĕтÿ çÿретмелли вырăнсенчен/ лекеççĕ. Чирĕн хăш-пĕр паллисем: выльăх ÿсĕрет, уйрăмах утса пынă чухне, сăмси шăтăкĕсенче йăлмака палăрать, апат çимест, хăсать, варвитти пуçланать, хырăм хăпарса, тулса тăма, хырăмлăх çурăлса кайма та пултарать, выльăх вăйсăрланнине кура сахал хускалать, çамрăк выльăхсене тытамак тытса пăрахма пултарать.

Нематодозăран сипленес тесен çак эмелсемпе усă курма пулать: риказол, тетрализол, фенбендазол. Елчĕкри ветеринари аптекинче тата ялсенчи участоксенче сипленмелли препаратсем çителĕклĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-56-42.

А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code