Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Утă-сенаж ытларах — хĕл тутăрах

Утă-сенаж ытларах — хĕл тутăрах

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информаци тăрăх, июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене 2667 гектар (32 процент) çинче çулнă. Тăватă коллективра 193 тонна утă хатĕрленĕ, вăл шутран 120 тонни «Эмметево» сахал яваплă обществăна тивĕçет. Округĕпе 4768 тонна (12 процент) сенаж хывнă. Чи лайăх кăтарту — «Победа» хуçалăхăн: кунта плана 44 процент (2645 тонна) тултарнă.

Çав вăхăтрах ял хуçалăх культурисен 23137 гектарне чир-чĕртен химилле майпа хỹтĕленĕ, 24571 гектарне им-çам сапнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code