Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккунсем лайăхланĕç

Саккунсем лайăхланĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра инвестицисене аталантарас, предпринимательсен хастарлăхне ÿстерес, вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Координаци канашне туса хурасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Канаш Чăваш Республикин инвестици тата предприниматель ĕç-хĕлĕн сферинчи саккунсене лайăхлатас, власть органĕсен тата инвестици юхăмне хутшăнакансене йĕркелес, администраци чăрмавĕсене сирес енĕпе сĕнÿсем хатĕрлĕ, регион, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен аталанăвĕн инвестици программисен проекчĕсене пăхса тухĕ. Канаш председателĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулать. Çĕнĕ орган йышне регион ертÿçи çирĕплетет. Çав кунах Олег Николаев канаш ларăвне ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code