Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура çурчĕсем çĕнелĕç

Культура çурчĕсем çĕнелĕç

Кĕçнерникун районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пулнă. Делегаци йышĕнче çавăн пекех Наци библиотекин директорĕн çумĕ Марина Андрюшкина тата культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Светлана Демидова.

Хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тата районти культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, калаçу ытларах Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи çинчен пынă. Унпа килĕшÿллĕн республикăра пĕтĕмпе 309 инвестици программи ĕçе кĕртме пăхнă.

Районта вара пилĕк çул хушшинче 13 культура çуртне тĕпрен юсама, 3-шне реконструкцилеме палăртнă. Тĕл пулура Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн çĕнĕ çуртне тăвас ыйтăва та çĕкленĕ.

Ведомство министрĕ çавăн пекех юсав ĕçĕсем пыракан объектсемпе паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code