Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх çыравне килес çула куçарма палăртаççĕ

Халăх çыравне килес çула куçарма палăртаççĕ

Раççей статистики кăçалхи октябрьте ирттерме палăртнă халăх çыравне 2021 çула куçарма сĕннĕ.

Маларах, мартăн 30-мĕшĕнче, çĕршывра хăрушă вирус сарăлнине пула тата чылай регионсем çынсене урама тухса çÿреме чарнăран аякри, çитме йывăр районсенче çырава урăх тапхăра куçарнăччĕ.

Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков палăртнă тăрăх, çырава килес çула куçарни унăн пĕлтерĕшĕпе пахалăхне чакармасть. Пачах урăхла, онлайн технологисене лайăхрах хатĕрлесе çитерме май парать.

«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕнĕлле пысăк шайра иртмелле. Анчах паянхи лару-тăру хальлĕхе татса паман чылай ыйту çуратать. Калăпăр, информаци пуçтарма тата пĕтĕмлетме кирлĕ инфраструктурăна тата оборудование вырнаçтарма пуçламалла, – палăртнă П.Малков. – Пирĕн çыравçăсене вĕрентме, техникăна вырнаçтарса тĕрĕслеме вăхăт сахаллансах пырать. Тата тепĕр сăлтава та асăнмалла, çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратас марччĕ».

Пандемие пула ют çĕршывсенчи статистиксен ĕçĕнче те улшăнусем пулнă. СШАра, Бразилире тата Кăркăстанра кăçалхи çырав тапхăрĕсене урăх вăхăта куçарнă.

«Раççей статистикин ертÿçисем паянхи лару-тăрăва асăрхасах тăраççĕ, çырава тĕрлĕ майпа йĕркелессине сăнаççĕ. Çаксем пурте Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне палăртнă форматпа эффективлă ирттерме пулăшĕç», – тенĕ П.Малков.

Халăх çыравне хăçан ирттерессине Раççей Правительстви палăртать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code