Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрлăх хатĕрлетпĕр

Вăрлăх хатĕрлетпĕр

Кăçал çуркунне ир килчĕ. Уй-хир ĕçĕсем те пуçланчĕç. Пирĕн çакна пĕлес килет: çĕр улми вăрлăхне лартма мĕнле хатĕрлесен тĕрĕсрех-ши? Колорадо нăрри тапăнасран мĕнле асăрханмалла?

Шуршура пурăнакансем.

Сирĕн ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Белова хуравлать:

– Çĕр улми вăрлăхне лартас умĕн пĕр уйăх маларах яровизацилеме çутă вырăна кăларса хумалла. Сывлăш температури 12-13 градус пулни те çителĕклĕ. Кăнтăрла ăшă, каçхине сивĕ тăни вăрлăха шăтма пулăшать кăна. Енчен çанталăк ăшă тăрсан 2-3 эрне маларах кăлармалла. Çутă лайăх ÿкме вăрлăха эрнере пĕр хутчен çавăрмалла.

Лартас умĕн пĕр сехет маларах вăрлăха микроэлемент, биопрепарат хутăшне чиксе кăлармалла. Пĕр пек вăрлăх суйласа илсен лайăхрах аталанаççĕ. Пысăк вăрлăха касма юрать, анчах çĕççе марганцовка шĕвекĕпе тăтăшах йĕпетсе илмелле. Çакă чир-чĕр сарăласран сыхлать.

Колорадо нăрринчен сыхланма «Престиж» препарат пулăшать. Çапах вăл им-çам шутланать, çавăнпа инструкцие çирĕп пăхăнмалла. Им-çамланă вăрлăха перчеткепе тытмалла. Сăмах май, «Престиж» хытă хуртран та хăпма пулăшать. Анчах препаратпа ир пулакан çĕр улмине им-çамлама юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code