Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă çулăмĕ витĕр

Вăрçă çулăмĕ витĕр

Иртеççĕ çулсем, ĕмĕрсем… Пĕр ăру хыççăн тепри килет… Ку вăл пурнăç.

75 çул каялла Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннă. Историне илес пулсан, çак вăхăт, тен, пысăках та мар. Анчах кунран-кун сахалланса пыраççĕ вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсем, мĕнпур вăй-халне çĕнтерÿшĕн панă тылри ĕçченсем.

Вăрçă асапĕсем çинчен эпир кĕнекесемпе фильмсем тăрăх çеç пĕлетпĕр. Астăватăп-ха, ман алла вăрçă çинчен çырнă кĕнеке лекнине. Пире вырăс чĕлхипе Тăвай районĕнчи Амалăх ялĕнчи шкулта Андрей Дубов вĕрентетчĕ. Вăрçăран аманса таврăннăскер, уксахлатчĕ. Иртнине каласах памастчĕ, питĕ нушаллă пулнăран та-ши? Вĕренĕве вара чунне паратчĕ. Кĕнеке юратса вулама та вăлах хăнăхтарнă пире. Вулавăш ертÿçиччĕ те. Б.Полевойăн «Повесть о настоящем человеке» кĕнекине алăранах тыттарчĕ пĕринче. Пĕр сывламасăр тенĕ пек «шĕкĕлчесе» тухрăм. Унти тĕп сăнар кайран та асăмран тухмарĕ.

Хам шкулта ĕçлеме пуçласан çак ырă пулăма вĕренекенсемпе пурнăçларăмăр. Людмила Головина учитель пуçарăвĕпе Алексей Маресьев патне çыру та çырнăччĕ. Хурав та кĕтсе илтĕмĕр: пурнăçĕ çинчен тĕплĕн хыпарланăччĕ, сăн ÿкерчĕкĕ те пурччĕ.

А.Фадеевăн «Молодая гвардия» романне вуланă чухне иллюстрацисен пысăк пуххине çырăнса илтĕмĕр. Хайлаври сыпăксене куççуль витĕр вулани те пулнă. Çак кĕнекесем ачасене вăрçăри паттăрлăх, Тăван çĕршывшăн хăйсен пурнăçне шеллемен салтаксем çинчен тата та тĕплĕнрех пĕлме пулăшнă, хăйсенче те паттăрсем пек пулас туйăма çуратнă.

Пĕлетпĕр: нумай-нумай писатель-поэт вăрçă темине уçса панă хăйсен произведенийĕсенче. Вĕсем çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассинче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Б.Васильевăн «А зори здесь тихие», В.Катаевăн «Сын полка», М.Шолоховăн «Судьба человека», «Они сражались за Родину» хайлавĕсем тăрăх илемлĕ фильмсем те ÿкернĕ.

Чылай çыравçă, хĕç-пăшал тытса ирĕклĕхшĕн çапăçнăскер, хаяр тапхăрти «ÿкерчĕксене» фронтри хаçатсенче те питĕ витĕмлĕ çутатса пынă. Вĕсем – çÿлерех асăннă авторсем тата Ю.Бондарев, А.Твардовский, В.Быков, В.Астафьев, С.Орлов, К.Симонов, Б.Горбатов, С.Наровчатов…

1418 талăк тăсăлнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пурне те хуйхă-суйхă, çухату, выçлăх илсе килнĕ. Анчах та пирĕн халăх çĕнтерĕве шаннă, ĕненнĕ. 1-мĕш кунранах В.Лебедев-Кумач «Священная война» юрринче шанăçа çухатмалла маррине, пĕтĕм халăха Тăван çĕршыва хÿтĕлеме чĕнсе калать. Çавăн пекех вăрçă çулĕсенче «Огонек», «Лучше нету того цвету», «Катюша», «Услышь меня, хорошая»… юрăсем çуралнă. Вĕсем паян та «пурăнаççĕ» — халăх юррисем пулса тăчĕç. Е тата: «В землянке», «Соловьи», «Когда я уходил на фронт», «Шумел сурово Брянский лес»… Вĕсене те хумханмасăр итлеме май çук.

А.Ахматован «Клятва», К.Симоновăн «Жди меня» сăввисене фронтра та, тылра та вуланă. «Мужество» /А.Ахматова/ сăвва плакатсем çине çырса стенасем çине çакса хунă.

Кирлех пулнă çынсене чĕререн тухакан юрăсем, сăвăсем, кĕнекесем. Мĕн чухлĕ ăшă туйăм, юрату, ĕненÿ парнеленĕ вĕсем, тăшмана курайманлăх çуратнă.

Ачалăхри пĕр пулăм аса килет. 1960 çулсенче пирĕн яла электриксем çутă кĕртме килчĕç. Яшсем хушшинче пĕр хĕр пурччĕ. Пĕтĕм ĕçе вĕçлесен клубра концерт лартрĕç. Халĕ те хам ума кăларатăп çак саманта: сцена çине кăвак кĕпе тăхăннă вăрăм çивĕтлĕ пике тухса Муса Джалилăн «Варварство» сăввине вуласа пачĕ. Залри халăх ура çине тăрса, хĕрарăмсем куçĕсене шăла-шăла итлерĕç ăна. Çак та витĕм кÿнĕ-ши, кайран вĕренекенсемпе тутар поэчĕн Моабит тĕрминче çырнă хайлавĕсене юратса вулаттăмăр…

Атте çинчен те çырса хăварам. Петр Федотович Мальцев, 1930 çулта çуралнăскер, вăрçă ачи пулнă. Фронта тухса кайнă ашшĕ вырăнне юлса тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ. Асанне вара, 12 ача çуратнăскер, терт-нушана пулах 9 ачине çухатнă. Хыпарсăр çухалнă асаттерен пĕр çыру кăна илсе вулаççĕ тăван килте. Атте сăвăсем çыратчĕ, район хаçатĕнче те пичетленнĕ. Кĕнеке те кăларма пултарчĕ. Вăрçă темипе хайланă сăвăсем те сахал мар унăн…

Çĕнтерĕве çывхартма Чăваш Тăрăмĕ те хăйĕн тÿпине хывнă. Пирĕн ялтан вăрçа 214 çын тухса кайнă, 103-шĕ каялла таврăнайман. Ентешсем тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне шеллемен. Унтан таврăннисем те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç ĕнтĕ. Халĕ ялта пĕр вăрçă ветеранĕ – Илья Степанович Волков çеç пурăнать. Вăл 1921 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1938-1940 çулсенче колхозра счетовод пулса ĕçленĕ. Çар ретне тăрсан Латвири Либава хулинчи 281-мĕш стрелковăй полкра службăра тăрать. Хаяр вăрçа тÿрех хутшăнма тивет унăн. Анчах пĕр çапăçура, йывăр аманнăскер, тыткăна лекет. Выçăпа касăхтарнă, йывăр ĕçлеттернĕ, асаплантарнă. Çапах та Тăван çĕршыва, пурнăçа юратни, çутă малашлăха шанни вĕсене вăй парса тăнă, тамăкран ырă-сывă тухма пулăшнă. 1945 çулта вĕсене совет салтакĕсем ирĕке кăлараççĕ. Çапла вара çĕнтерĕве И.Волков Германинче кĕтсе илет. 1946 çулччен службăра тăрать.

Вăл 73 çул инвалид – сылтăм урине амантнă. Унсăр пуçне, вăрçа аса илтерсех тăраканни – ÿпкинчи осколок. Ыратăва пăхмасăр ĕçленĕ ветеран, ÿпкелешмен. Счетовод, экономист, бухгалтер, ферма заведующийĕ… 1947 çулта Илья Степанович ял хĕрĕпе, Евгения Гавриловнăпа, çемье çавăрать. Вĕсем ултă ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. Ачисем пурте хăйсен вырăнне тупнă. 2008 çулта мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Халĕ ветеран хĕрĕн çемйипе, мăнукĕсемпе пурăнать.

Çук, манмалла мар пирĕн пуçне хунă салтаксене, ветерансене, хастар тыл ĕçченĕсене. Вĕсем мухтава тивĕçлĕ.

Аттен сăввипех вĕçлесшĕн сăмахăма:

Мухтав сана,
Ман паттăр халăх,
Сан ывăлу-хĕрÿсене!
Хăвна хăвартăн
Мухтанмалăх
Çак Çĕнтерÿ йĕркисене
Истори кĕнеки çине…

В.КРАСНОВА,
Чăваш Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code