Шупашкарта IV «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртнĕ.
Вăл утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Раççей хăмли» конференцирен пуçланнă. Унта Раççей Ял хуçалăх министерствин, Россельхозбанкăн, регионсенчи «симĕс ылтăн» çитĕнтерекен хуçалăхсен, хăмла, сăра, салат, ăсла тăвас ĕç тата селекци эксперчĕсем, «симĕс ылтăн» туса илекенсемпе сăра вĕретекенсене пĕрлештерекен ассоциацисен представителĕсем хутшăннă.

