Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă нушине тÿснисем

Вăрçă нушине тÿснисем

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 32 çул çитрĕ.

Районти воин-интернационалистсем çак кун Елчĕкри тĕп вулавăшра пĕрле пухăнса Афган вăрçинчен таврăнайман юлташĕсене асăнчĕç, çавра сĕтел хушшинче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Воин-интернационалистсен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Çĕршыв умĕнчи интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксене саламларĕ:

– Эсир хăвăрăн пурнăçăра тата сывлăхăра хĕрхенмесĕр Правительство хушăвне çирĕп пурнăçланă, Афганистан çĕршывĕн ирĕклĕ пурнăçне хÿтĕлесе, унăн халăхне пулăшса шанчăклă çыннисем тата патриочĕсем пулнине кăтартса патăр. Çак хирĕç тăру çĕршывшăн анчах мар, пирĕн районшăн та пысăк çухату пулса тăчĕ – виçĕ ентеш каялла сывă таврăнаймарĕç. Юлашки çăкăр чĕллипе сыпкăм шыва пайласа туптаннă туслăха эсир паянхи кун та тивĕçлипе упратăр, хĕрÿ точкăсенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса иртекен районти спорт ăмăртăвĕсенче, ытти тĕрлĕ мероприятисенче хастарлăх кăтартатăр. Çавна май çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине курăмлă тÿпе хыватăр.

Афганецсене вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Анисимов та саламларĕ. Петр Ильич иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене кĕскен палăртнă май вăрçă нушине пĕрле тÿссе ирттернĕ юлташĕсене чĕререн тав туса пурнăç çулĕпе малашне те çирĕппĕн утма ăнăçу сунчĕ. Афганецсем, чăн та, пĕрне-пĕри тĕрек парас, тĕрлĕ ыйтăва таса пама пулăшас, кашнинех обществăлла пурнăçа явăçтарас ĕçре харсăр. Çав вăхăтрах вĕсем сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ.

Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Яковлева, халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Наталья Николаева тĕрлĕ категорине кĕрекен граждансене тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Афганецсем хĕрÿ точкăсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă Тĕп лапамри палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code