Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăх техники хире тухма хатĕр-и?

Ял хуçалăх техники хире тухма хатĕр-и?

Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх машинисене йăлана кĕнĕ йĕркепе техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç, кăçалхи графикпа килĕшỹллĕн, мартăн 30-мĕшĕнчен пуçланать. Комисси членĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса, вĕсенче ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнипе паллашĕç.

Техника тĕрĕслевĕн ĕçĕсене эпир Раççей Правительствин «Патшалăх техника юсавлăхне сăнаса тăракан органĕсем шута илнĕ хăйсем тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна тĕрĕслев витĕр кăларасси» йышăнăвĕпе тата ЧР Техника тĕрĕслевĕн хушăвĕсене тĕпе хурса пурнăçлатпăр. Малтанхи тапхăрта ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартнине тĕрĕслетпĕр.

2022 çул пуçламăшĕ тĕлне районта — 1055, е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 65 единица ытларах техника шута илнĕ. Çав шутран агропромышленность комплексĕнче — 553 (пĕтĕм техникăн 529 проценчĕ), уйрăм çынсенне — 483 (68), промышленность предприятийĕсемпе организацисенче — 19 (1,9).

Аталану çул-йĕрĕпе çирĕппĕн малалла утăмлакан районти ял хуçалăх организацийĕсем çĕнĕ йышши техника туяннин тăкакĕсен пĕр пайне (40 процент чухлĕ) патшалăх енчен саплаштарнипе усă курса 2021 çулта 162 единица, пурĕ 404 миллион та 164 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен ял хуçалăх машинисене туянма пултарнă. Патшалăхран уйăрса панă субсиди виçи 154 миллион та 932 пин тенкĕпе танлашнă.

Май-июнь уйăхĕсенче выльăх апачĕ пухса кĕртекен, июнь-июль уйăхĕсенче тĕш тырă пухса кĕртме хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартассипе мĕнле ĕçленине комиссипе йышăнатпăр. Çавăн пекех уйрăм çынсен техникине те, кашни ял тăрăхĕнче палăртнă графикпа килĕшỹллĕн тĕрĕслетпĕр. Çĕре ĕçлесе хатĕрлекен хăй тĕллĕн çỹрекен тата прицеплă машинăсене хатĕррисен ретне лартнă чухне уйрăмах асăрхануллă, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Мĕншĕн тесен йĕркене пăхăнманни час-часах пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине, шел пулин те, çине-çинех хамăр куçсемпе курса ĕненме тивет. 2021 çулта та республикăра хăй тĕллĕн çỹрекен техникăпа усă курнă чухне çын пурнăçĕпе çыхăннă 7 инкек пулнине регистрациленĕ. Чи хăрушши вара — 3 тĕслĕхре çынсем вилни.

Уй-хире юсавлă, тĕрĕслесе усă курма ирĕк илнĕ техникăна анчах кăлармалла, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, механизатор удостоверенийĕ çине техника хăватне тĕпе хурса паллă ларттарнă трактористсене анчах руль умне ларма ирĕк паратпăр. Акара е вырмара вăхăтлăха ĕçе явăçтаракан çынсемпе ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе инструктаж ирттерме манмалла мар.

Районти ял хуçалăх организацийĕсенче 2021 çулта технадзор шута илнĕ ял хуçалăх техникин 72 процентне тĕрĕслев витĕр кăларнă. Республикăри хуçалăхсем хушшинчи чи лайăх кăтартусенчен пĕри çакă. «Рассвет», «Комбайн», «Сатурн» ЯХПКсенче, «Победа», «Яманчурино» ОООсенче тата чылай хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе кашни çул пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Анчах хăшĕ-пĕрисем усă курма юрăхсăр техникăна темиçе çултанпа та регистраци учетĕнчен кăларма ерçейменни калаçмалли сăлтав тупса парать.

Уйрăм çынсен техникин 68 процентне çеç хальлĕхе техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Ку чухне пиртен килмен сăлтавсем те нумай: техника хуçисенчен ытларахăшĕ арçынсем пулнăран, комисси яла пынă вăхăтра вĕсем урăх регионта пулнине илтме тỹр килет…

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code