Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре пулсан ĕç кал-кал пырать

Пĕрлĕхре пулсан ĕç кал-кал пырать

Ытларикун округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕк округĕн 2023 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетсе тата 2024 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртса анлă канашлу ирттерчĕ. Канашлу ĕçне Елчĕк округĕн кураторĕ — Чăваш Республикин Ача прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, ЧР Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов тата Петр Краснов, округри передприятисемпе организацисен ертỹçисем, тĕрлĕ сферăра тăрăшса тăван округăн аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă ертỹçĕ-ветерансем, сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Елчĕк округĕ çулсеренех курăмлă ĕçсемпе палăрать. Округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине ăнăçлă аталантарас, халăхăн пурнăç шайне çулран-çул ỹстерсе, пурнăçа хăтлăлатса пырас тĕллевпе наци проекчĕсем, патшалăх тата муниципалитет программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çавна май чылай енĕпе çитĕнỹсем туни савăнтарать, малалла ĕçлеме хавхалантарать.

БЮДЖЕТ

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси тата вĕсене пахалăхлă пурнăçласси округ бюджетне тĕрĕс йĕркелесе пынинчен, тупăшсен калăпăшне ỹстерсе пынинчен килет. Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 615 млн тенкĕпе танлашнă — 2022 çулпа танлаштарсан 6,7 процент чухлĕ ỹснĕ. Çав шутра харпăр тупăш — 143 млн тенкĕ (7,3 процент чухлĕ ỹснĕ). 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджета 116 млн тенкĕ (2022 çул шайĕнчен 6 процент нумайрах) налук тупăшĕсем кĕнĕ.

Налук шутне кĕмен тупăшсен пайĕ 27 млн тенкĕпе танлашнă (2022 çул шайĕнчен 13,6 процент пысăкрах). Ытти шайри бюджетсенчен кĕнĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 472 млн тенкĕпе танлашнă (2022 çул шайĕнчен 6,5 процент нумайрах).

Елчĕк муниципалитет округĕн бюджечĕн тăкакĕсен пайĕ иртнĕ çул 600 млн тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенкĕн пысăк пайне социаллă пурнăçа тата культурăна аталантарасси çине уйăрнă. Дефицит пайĕ 14,6 млн тенкĕпе танлашнă. Муниципалитетăн парăмĕсем çук.

Округра наци проекчĕсем те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыни пурнăç шайне ỹстерет: «Вĕренỹ» тата «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн палăртнă ĕçсене тивĕçлипе пурнăçланă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен (пурĕ 462) продукци çаврăнăшĕ 2023 çулта 13,7 процент чухлĕ ỹснĕ, 3 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Хăйсен ĕçне пуçаракансене пулăшас тĕллевпе 2023 çулта та ăнăçлă ĕçленĕ. Социаллă контракт çирĕплетсе 64 çынна 6 млн тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 27-шĕ сăвăнакан ĕнесем, 37-шĕ ытти выльăх, ял хуçалăх техники туяннă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне патшалăх пысăк тимлĕх уйăрни те курăмлă.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

Ял хуçалăхĕ округăн экономикин никĕсĕ пулса тăрать. Аграри секторне 14 ял хуçалăх организацийĕпе 1 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ, 68 хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрлештерет. Ял хуçалăхĕн мĕн пур категорийĕнчен туса илнĕ продукци калăпăшĕ 3 млрд ытла тенкĕпе (3414 млн тенкĕ) танлашнă. 2023 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен производствин калăпăшĕ 83,2 пин тоннăпа (2022 çул шайĕнчен 97 процент) танлашнă.

2023 çулта сĕт туса илесси пĕлтĕрхи çавнашкал тапхăртипе танлаштарсан 10 процент ỹснĕ, пурĕ 35000 тоннăпа танлашнă. Аш-какай туса илесси 8 процент нумайрах пулнă — 3296,4 тонна.

Хуçалăхсем тивĕçлĕ аталанаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх никĕсĕ çирĕпленнипе пĕрлех машинăпа трактор паркĕ те çулран-çул çĕнелсе пырать. Ятарлă çăмăллăхлă программа ĕçлеме пуçланăранпа тăватă çул хушшинче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 438 единица (1114,1 млн тенкĕлĕх) ял хуçалăх техники тата тĕрлĕ оборудовани туяннă. Иртнĕ çул 42 çĕнĕ техника туянма 204 млн тенкĕ тăкакланă (çав шутра тырă выракан 4, выльăх апачĕ çулакан 3 комбайн тата 20 çĕнĕ трактор).

Техникăпа пуянланас енĕпе малалла та ĕçлемелле — 2024 çулта тата 15 единица (108 млн тенкĕлĕх) техника туянма палăртнă.

Аталанура патшалăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. 2023 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă пулăшу 208 млн тенкĕпе танлашнă. Çемье фермине аталантарас текенсене те курăмлă пулăшу тивнĕ — ятарлă программăпа килĕшỹллĕн округри 34 предприниматель патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен шучĕ 613 çынпа танлашать, вăтам ĕç укçин калăпăшĕ — 34000 тенкĕ (виçĕм çулхинчен 13 процент ỹснĕ).

ИНВЕСТИЦИ

Округри производство предприятийĕсем 2023 çулта 970,6 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă 2022 çул шайĕнчен 98,3 процент пысăкрах. Промышленность предприятийĕсенчи ĕç укçи 9,9 процент ỹснĕ, 29114 тенкĕпе танлашнă. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен тĕп капитала 402 млн тенкĕ пырса кĕнĕ, çакă 2022 çулпа танлаштарсан 136 процент.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенчен тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 345 млн ытла тенкĕпе танлашнă.

2023 çулта 15 инвестици проектне (пурĕ 140 млн тенкĕлĕх) пурнăçланă. Çав шутран «Победа» ОООра 220 пуç ĕне выльăх вырнаçакан пăру вити, «Рассвет» ЯХПКра, «Яманчурино» ОООра, «Энтепе» ОООра тĕш тырă алласа тасатакан комплекссем, «Прогресс» АХОра тырă склачĕ, Аслă Таяпари Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 100 тонна тырă вырнаçакан управ хута кайнă, «Клевер» ОООра тата Александр Филиппов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă хранилищисене çĕнетнĕ, Ольга Разумова, Ольга Яковлева уйрăм предпринимательсем лавккасем хăпартнă тата ытти те.

Хальхи вăхăтра 2022-2023 çулсенче пуçăннă 6 инвестици проектне (пурĕ 39 млн тенкĕлĕх) пурнăçлас ĕç малалла пырать. 2024 çулта пурĕ 15 инвестици проектне пурнăçлама палăртнă.

ĔÇ РЫНОКĔ

Пĕлтĕрхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 17,7 процент ỹсни палăрнă — 34150 тенкĕ. Ĕçлеме пултаракан халăх шайĕпе ĕçсĕрлĕх шайĕ 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,55 процентпа танлашнă (2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 0,75 процент). Кăçалхи çул пуçламăшĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 41 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 94 ваканси.

Иртнĕ çул асăннă центр пулăшнипе пурĕ 461 çынна ĕçе вырнаçтарнă (яланлăх вырăна — 68 çынна, 393-шне вăхăтлăх ĕçлеме — 393 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ). Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакарас тĕллевпе отчетлă çулта професси пĕлĕвĕ тата кирлĕ профессисемпе специальноçсем енĕпе хушма пĕлỹ йĕркеленĕ.

Раççей Федерацийĕнче 2030 çулччен йышăннă наци тĕллевĕсенчен пĕри вăл — халăх шутне тата унăн сывлăхне сыхласа хăварасси, чухăнлăх шайне чакарасси. Социаллă контракта тĕпе хурса патшалăх пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесене тата пĕччен пурăнакансене, сахал тупăшлă граждансене пулăшу парать. 2023 çулта муниципалитет округĕнче 81 социаллă контракт çирĕплетсе 11 млн ытла тенкĕлĕх килĕшỹ тунă. Çав шутран ĕç шыракансем, хушма хуçалăха тытса пыракансем, хăйсен ĕçĕсене пуçаракансем тĕрлĕ енлĕ пулăшу илнĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code