Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Курнавăшсем палăрнă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен олимпиади иртнĕ.

Унта республикăри тата ун тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекен 164 ача хутшăннă. Олимпиадăна Курнавăш шкулĕнчи Мария Ефимова, Елена Васильева /10 кл./, Анастасия Демьянова /9 кл./ хутшăннă. М.Ефимова çĕнтерÿçĕ, Е.Васильева призер пулса тăнă.

Çавăн пекех çак шкулти Андрей Петров /8 кл./, Анастасия Демьянова /9 кл./ «Тăван ен культури» предмечĕпе регионти олимпиадăра тупăшнă. Анастасия призерсен йышне кĕнĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсенче Надежда Кузнецова наставникăн тÿпи пысăк пулнине палăртмалла.

Л.ЕФИМОВА.

 

Донорсен кунĕнче

Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнче донорсен кунĕ иртнĕ.

Унта Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенчи ырă кăмăллă çынсем акцие хастар хутшăннă. 67 çын юн панă çак кун. Уйрăмах Кĕçĕн Шăхальти Ольга Никитина, Çĕнĕ Пăвари Петр Купташкин сăваплă ĕçе чылай çул хутшăннине палăртмалла. Петр Николаевич хальхинче Саша ывăлне те ырă тĕслĕх пулса тăнă. Çамрăк пĕрремĕш хут донорсен ретне тăнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн»

акци старт илчĕ пĕрремĕш мартран. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Çак тапхăрта районта çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе спорт тата культура мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă.

Районти полици пайĕн ĕçченĕсем шкулсенче калаçусем ирттерĕç, ăнăçсăр çемьесенче пулĕç.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code