Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ольга Тябукова – чи лайăх фармацевт

Ольга Тябукова – чи лайăх фармацевт

«Фармация» патшалăх унитарлă предприятийĕн «Елчĕкри 40-мĕш аптека» филиалĕн аслă категориллĕ фармацевчĕ Ольга Тябукова Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ирттернĕ «Чи лайăх фармацевт – 2019» конкурсра çĕнтернĕ, тепĕр тапхăрпа Раççей шайĕнче пулакан тупăшăва хутшăнма тивĕçнĕ.

Республика шайĕнче Елчĕкри 40-мĕш аптека коллективĕн ятне сумлăн хÿтĕлеме пултарнă Ольга Николаевнăна иртнĕ кунсенче организаци дирекцийĕпе пĕрле ĕçтешĕсем саламланă.

Ĕçри пысăк ăсталăхĕ ăна яваплă пулма та хистет. Çăмăллăхсемпе усă куракан категорири граждансене эмел препарачĕсемпе тата ытти медикаментсемпе тивĕçтерекен пай заведующийĕ вăл. Суйласа илнĕ профессие чунтан парăннă, клиентсемпе тимлĕ пулнăшăн район çыннисен умĕнче пысăк хисепе çĕнсе илнĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Ольга Тябукова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code