Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асра тытаççĕ

Асра тытаççĕ

2020 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çак кун тĕлне Мускав облаçĕнчи «Патриот» паркра «Астăвăм çулĕ» ятпа экспозици хатĕрлеççĕ, унта ятарлă технологипе усă курса Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă кашни çыннăн хушаматне палăртаççĕ, сăн ÿкерчĕкне вырнаçтараççĕ тата кĕске справка çыраççĕ.

Паянхи кун ял тăрăхĕсен ĕçченĕсен умĕнче вăрçа хутшăннă мĕн пур çын пирки информаци пуçтарас ĕç тăрать. Специалистсене кашни килех çитме сахал мар вăхăт кирлĕ. Çавăнпа та халăха çак ыйту патне тимлĕрех пулма, кашнинех хăйсен вăрçăра пулнă тăванĕ е çывăх çынни пирки кирлĕ кăтартусене пуçтарса ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитерме ыйтатпăр. Кашни материалтах вăрçа хутшăннă çыннăн тулли ячĕпе пĕрле биографине, наградăсене, мĕнле званиллĕ пулнине палăртмалла, сăн ÿкерчĕк пулмалла.

Николай ИВАНОВ,
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕн аслă пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code