Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява хатĕрленсе

Уява хатĕрленсе

Республика кунĕнче Шупашкарта Культура форумне йĕркелеççĕ. Унта федерацин ĕç тăвакан власть органĕсен, РФ Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсемпе пĕрлех ют çĕршывсен официаллă делегацийĕсем те, бизнес, ăслăлăх, эксперт пĕрлĕхĕсем те хутшăнĕç.

Пĕтĕм чăвашсен VII Акатуйне республика тулашĕнчи 18-20 регионти йăхташсем, 300 яхăн çын, тата Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем килĕç. Çавăн пекех VI Акатуйĕ тата Пĕтĕм Раççейри ачасен «Халапсем. Юмахсем. Авалхи сăмахсем» фольклор фестивалĕ иртмелле.

Республика кунне Улатăр районĕнче те ирттерме палăртнă. Тĕп мероприятисем Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче пулĕç. Çавна май кунта чылай ĕçе пурнăçламалла. Хальхи вăхăтра тĕп лапамра йăх çурчĕсене тума пуçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code