Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автобус водителĕ

Автобус водителĕ

Кушкăри вăтам шкулти Анатолий Алексеев водитель хăйĕн яваплăхне питĕ лайăх ăнланать. Ачасене турттарать-çке вăл. Çавна май хăйне шанса панă транспорта яланах юсавлă та тирпейлĕ тытма тăрăшать. Ирхине ачасене шкула, уроксем хыççăн килĕсене леçет. Канмалли кунсенче те рейсра Анатолий Дмитриевич: ачасене тĕрлĕ ăмăртусене, конкурссене илсе çÿрет.

Мĕн пытармалли, шкул автобусĕн водителĕ тупма çăмăл мар паян. Унта алла водитель удостоверенине илнĕ кашни арçын тимлейместех. А.Алексеева та шкул ертÿçин хăйсем патне ĕçлеме пыма аванах ÿкĕтлеме тивнĕ. Ачасене юратаканскер вара килĕшмесĕр пултарайман. Маларах чылай çул «Победа» ОООра шоферта, комбайнерта, каярахпа тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă вăл.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Кушкăсене çĕнĕ автобус уйăрса панă. Çакă тата савăнтарать опытлă водителе.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Алексеев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code