Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплă ĕçе кĕске вăхăтра, инкек-синкексĕр ирттермелле

Яваплă ĕçе кĕске вăхăтра, инкек-синкексĕр ирттермелле

Уй-хирте халĕ те юр нумай выртнине шута илсен, çур аки ĕçĕсем кая юлни куç кĕрет.

Апла пулин те çак сăлтав лăпланса лармалла тенине пĕлтерменнине ял çынни лайăх ăнланать. Ун вырăнне вăл уй-хирти ĕçсене чи кĕске вăхăтра пурнăçлама тивнине пĕлсе тăрать. Çийĕнчен, кĕрхи культурăсен чылай лаптăкне çĕнĕрен акма та ĕлкĕрмелле. Мĕншĕн тесен кĕркунне тăпрара нÿрĕк сахал пулнăран кĕр тыррисем çирĕп вăй илсе юлаймарĕç. Çаксене мĕн пурне – ĕç калăпăшĕ ÿснине шута илсен, ака ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленессин пахалăхĕ, пушшех, пысăк шайра пулма тивĕçлĕ.

Умри йывăрлăхсем пирки шутламасăр, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем кăçал та иртнĕ çулхинчен сахал мар /22000 гектартан кая мар/ тĕш тырă культурисене акса хăварма палăртнă. Вăрлăх çителĕклĕ, унăн пахалăхĕ тивĕçтерет. Мĕн пур пек техникăна хатĕррисен ретне лартнă. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем акана тухас умĕнхи шутлă кунсемпе усă курса çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кÿрсе килессипе тимлеççĕ.

…Иртнĕ кунсенче «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çулхи çирĕп йĕркене асра тытса ака умĕнхи канашлу иртнĕ. Çапла майпа механизаторсемпе водительсем, производствăн тĕрлĕ участокĕсенче вăй хуракансем çур аки вăхăтĕнчи ĕçсене мĕнле йĕркелесе пырассин, техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса ĕçлессин… ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Петр Анисимов тĕп агроном çур акин ĕç планĕпе паллаштарнă, ял хуçалăх культурисене акнă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра агрономи требованийĕсене кирлĕ пек пурнăçласси çинчен чарăнса тăнă. Председатель çумĕ – Олег Карсаков кĕр тыррисен лаптăкĕсене апатлантарма тата çурхи культурăсене акнă чухне усă курма минераллă удобренисене çителĕклĕ таран кÿрсе килни пирки пĕлтернĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе перекетлĕ усă курасси пирки те сăмах пуçарнă вăл.

Сăмах май, иртнĕ кунсенче ял хуçалăх предприятийĕнче уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен тĕрлĕрен техникăпа прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Унăн кăтартăвĕсемпе – механизаторсен ĕçне комисси мĕнле хак панипе Дмитрий Чернов тĕп инженер паллаштарнă. Александр Сусметов тĕп энергетик, ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист Геннадий Ильин электричествăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă чухне пулма пултаракан инкексенчен асăрханасси, ĕç сыхлавĕн йĕркисене, производствăри дисциплинăпа пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем пирки чарăнса тăнă. Пĕр сăмахпа, ĕçре инкек ан пултăр тесен тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Г.Ильин палăртнă тăрăх, акана хутшăнакан ĕçченсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, уй-хире тухас умĕн вĕсемпе тепĕр хутчен инструктаж ирттереççĕ. Механизаторсемпе водительсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе, автомашинăсене, тракторсемпе комбайнсене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе, аптечкăсемпе тивĕçтернĕ. Ĕçлекенсене хĕрÿ вăхăтра 2 хутчен вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи ака умĕнхи канашлу ĕçне Гурий Федоров председатель пĕтĕмлетнĕ. Умри йывăрлăхсене парăнмасăр çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн пысăк пахалăхпа пурнăçлама пурне те ăнăçусем суннă, ĕç дисциплинине çирĕп пурнăçлама ыйтнă.

Светлана АРХИПОВА.

Л.КАПЛАМОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Ольга Изратова фельдшер кĕтмен лару-тăрура инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памалли йĕркепе паллаштарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code