Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ертÿçĕрен нумай килет

Ертÿçĕрен нумай килет

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăннипе иртнĕ тунтикунхи черетлĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин савăнăçлă самантран пуçларĕ.

2018 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Елчĕк районĕ республикăри муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинче физкультурăпа массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе çĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин куçса çÿрекен кубокне тата диплома тивĕçнĕ. Район спорт шкулĕсен тупăшăвĕнче те палăрнă: А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ 500-е яхăн çын спортпа хатĕрленекен учрежденисен йышĕнче кăçалхипе çиччĕмĕш хут çĕнтернĕ. «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе район 2017 çулта иккĕмĕш пулнă пулсан, хальхинче – пĕрремĕш. Николай Петрович çитĕнÿ кашни çынран, вĕсене ăнăçлă ертсе пыраканран нумай килнине палăртнă май, районти физкультурăпа спорт тытăмĕнче тăрăшакан пĕтĕм ĕçчене тав турĕ, малашне те хастарлăха ÿстерсе пыма ăнăçу сунчĕ.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв кампанийĕ пуçланни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Унпа çыхăннă ыйтусем çинче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕ çамрăксене çар службине тăратассипе халĕччен тăтăшах призлă вырăнсене йышăннă пулсан, иртнĕ çулхи кĕрхи призыв кăтартăвĕсемпе вара плана 130 процент пурнăçласа пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Çапах та пĕр çуллăх салтак пăттине çиессинчен пăрăнса юлакансем те çук мар: Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчен 2 çамрăк, Аслă Елчĕкрен, Аслă Пăла Тимешĕнчен, Елчĕкрен – пĕрер. Çуркунне салтак аттине районти 40 каччă тăхăнĕ. Çав вăхăтрах кĕркуннехи призыв хатĕрленĕвĕ те пырать, çула çитекен çамрăксем медицина комиссийĕ витĕр тухса хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ. Кунта та пăшăрханмаллисĕр мар. 111 ачаран 35-шĕ /33,1 процент/ кăна çар службине юрăхлă. Çакăн сăлтавне те аякра шырама кирлĕ мар-тăр.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Ирина Аникина çĕнĕлĕх – социаллă контракт ыйтăвне çĕклерĕ. Унпа килĕшÿллĕн сахал тупăшлă çемьен социаллă пулăшу паракан пайпа килĕшÿ тумалла. Собес вара çак çемьене йывăрлăхран тухма майсем шырать, çемьен те çырса йышăннă программăна шута илсе ĕçлесе пымалла. Урăхла каласан, проекта тĕпе хурса çемье укçа-тенкĕ йывăрлăхĕнчен тухмалла, малалла патшалăх пулăшăвĕсĕрех аталанса каймалла. Асăннă контракта Чăваш Енре вăхăтлăх е яланлăх пурăнакан çемьесемпе çырмалла. Вĕсен çемье тупăшĕ Чăваш Республикин Правительствин йышăнăвĕпе пурăнма кирлĕ тупăш шайĕнчен сахал пулсан тата вырăнти собесра çавнашкал çемье майлă регистрациленнĕ тĕк килĕшÿ тума юрать. Ку ыйтупа ятарлă комисси ĕçлĕ. Килĕшÿ йĕркелес шухăшлă çемьесен собеса заявлени, проект хатĕрлесе тăратас пулать.

Канашлура Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Валерий Афанасьевпа Георгий Зайцев цифрăллă телекурава куçассипе тата хытă каяш пуçтарассипе çыхăннă ыйтусене вырăнсенче епле йĕркеленипе кĕскен паллаштарчĕç. Сăмах май, малашне çÿп-çап турттарассипе çыхăннă тÿлеве Елчĕкрех – «Арбат» суту-илÿ çуртĕнчи офисра регион операторĕн специалисчĕ комиссисĕрех йышăнĕ.

Кăçалхи иккĕмĕш çур çула «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарас тĕлĕшпе Николай Малышкин тĕп редактор тухса калаçрĕ, «чун апачĕ» районти кашни кил-çуртра пулмаллине палăртрĕ. Ака уйăхĕнче ăна 3692 çемье илсе тăрать пулсан, унăн тиражĕ 2-мĕш çур çулта тата ÿстĕр тесе редакци коллективĕпе пĕтĕм общественность пĕрле тăрăшни кирлĕ.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code