Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Банк карточкине тупрăм, мĕн тумалла?

Банк карточкине тупрăм, мĕн тумалла?

Çакăн пек ыйтуллă лару-тăрăва кирек кам та кĕрсе ÿкме пултарать. Юлашки вăхăтра ют çыннăн банк карточкипе усă курнă тĕслĕх йышланнине те палăртмалла.

Республикăра çакăн евĕр тĕслĕхсем пулнă. Çирĕм çулхи каччă банк карттине çухатнă хыççăн телефонĕ çине картти çинчи укçине тăкакланине пĕлтерекен СМС-çырусем илнĕ. Вăрра шырама пикеннĕ полици сотрудникĕсем лавккасенчи сăнав камерисем ÿкернине тишкерме пуçласан çакна палăртнă – карточкăпа 45-55 çулсенчи хĕрарăм усă курать. Вăрăм сараппан, çутă шлепке тăхăннă хĕрарăм 4 пин тенкĕлĕх тавар туяннă. ЧР ШĔМĕ унăн сăн ÿкерчĕкне соцсетьсене тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Кĕçех тупăннă хайхискер, çак таранччен саккуна пăсман. Банк карточкине урамра тупнине пĕлтернĕ вăл, ют пурлăха хапсăннăшăн явап тыттарма пултарассине пĕлнĕ. Халĕ ăна айăплав кĕтет.

Полици ĕçченĕсенчен 32 çулхи арçын та пулăшу ыйтнă – вăл хăйĕн банк карточкине çухатнине, унпа урăх çын усă курнине пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисене хальхинче те лавккасенче вырнаçтарнă сăнав камерисем пулăшнă, ют укçана куç хывакан 74 çулхи пенсионерка иккен. Кинеми карточкăна урамра тупнине каланă, укçапа аялти кĕпе-йĕмпе апат-çимĕç туяннă. Пурĕ 11 пин тенкĕ тăкакланă.

Маларах асăннă тĕслĕхсем çине таянса çакна калас килет. Урамра е ытти вырăнта тупнă ют çын карточкине, ытти япаласене, хуçи кам пулнине пĕлместĕр пулсан, полици уйрăмне кайса пама ыйтатпăр. Унсăрăн ют пурлăха вăрлаканăн уголовлă майпа явап тытма тивет.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code