Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шар кăтартать пушар

Шар кăтартать пушар

Пушар хăрушлăхĕ пирки халăха тăтăшах ăнлантаратпăр пулин те, хăшĕ-пĕри çакна ăса хывманни хака ларать.

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çурçĕр иртсен Лаш Таяпа ялĕнче пĕр йывăç çурта вут хыпса илнĕ. Пурăнмалли тĕп вырăна кĕле çавăрнисĕр пуçне хуралтăсене те самаях сиенлетнĕ. Чăваш Ен пушар лабораторийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, инкек электричество линийĕ хĕрсе кайнăран тухнă.

Çутă пралукĕсем ĕмĕрлĕхе мар – юрăхсăра тухаççĕ. Çĕннипе улăштарма вара хăвăр лайăх пĕлекен ăста специалистсене çеç шанмалла.

С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code