Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сисчĕвленмелли сăлтав

Сисчĕвленмелли сăлтав

Çуркунне майăн кайăксем вĕçсе килни – сисчĕвленмелли тепĕр сăлтав. Ветеринари специалисчĕсем каланă тăрăх, кăçал Раççее вĕçен кайăк грипĕ килес хăрушлăх пысăк. Вирусăн çĕнĕ штамĕ – H5N8 – уйрăмах сисчĕвлентерет.

Раççейре çулталăк ытла /мартăн 26-мĕшĕ тĕлне/ ĕнтĕ çак чире тупса палăртман. Юлашки хутчен ку мур 2019 çулта Ростов облаçĕнче шар кăтартнăччĕ. Халĕ вара вăл Европăра сарăлса пирĕн çĕршыв чикки патне çывхарса пырать.

Ку штампа чирленĕ пĕрремĕш тĕслĕхсене Германире, кайран Польшăра тата Словакире шута илнĕ. Вирус Ирландири, Сауд Аравийĕнчи тата Иорданири кайăк-кĕшĕк йышĕн пĕр пайне пĕтернĕ. Нигерире те, Африкăра та чир вучахĕсем пулнă.

Вирусăн тепĕр штамĕ – H5N1 – те пирĕн çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна Китайра, Тайваньра, Лаосра, Индире тата Вьетнамра тупса палăртнă.

Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кÿрет те. 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕке пĕтернĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă.

Астăватăр ĕнтĕ, чăх-чĕп грипĕ 2018 çулта Чăваш Енре те /Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Куславкка, Йĕпреç районĕсенче/ шар кăтартрĕ.

Раççейре специалистсем кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче вирус алхаснин тĕп сăлтавĕсен шутне çаксене кĕртнĕ: ветеринари-санитари режимне пăхăнманнине, апата ятарласа сиенсĕрлетменнине, предприятисенче апат паракан вырăнсене тискер кайăк-кĕшĕк ирĕккĕнех кĕме пултарни тата хăйсен каяшĕсемпе апата варалани, усă куракан транспорта дезинфекци туманни, санпропускниксем пулманни. Ĕçлекенсен хăйсен биохÿтлĕхпе тивĕçтересси пирки пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулни тата ытти те.

Республикăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕсленĕ хыççăн, чăнах та сисчĕвленме сăлтав пур: нумай çĕрте ветеринарипе санитари нормисене пăхăнманни çиеле тухнă. Хуçалăхсене кĕричченех – асăрхаттару: дезбарьерсене хĕллехи вăхăтра ăшăтмалла туса çитермен. Ку енĕпе сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче час-часах сăмах хускатма тивет. Апата вĕрилентерсе сиенсĕрлетмесĕр çитернĕ иккен. Апат хатĕрлемелли цехсенче тискер кайăксем çÿрени те йĕркепе килĕшсе тăмасть. Ветеринари докуменчĕсемсĕр суту-илÿ туни пирки те каласа хăвармасăр иртеймĕн.

Йĕркене пăхăнман хуçалăхсене административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсен шутĕнче: Шупашкар, Канаш, Йĕпреç, Елчĕк, Муркаш, Вăрмар, Патăрьел районĕсем.

Вĕçен кайăк чирĕсене вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнас тесе управлени специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк продукцийĕнчен кашни çулах пробăсем илеççĕ. Сăмах май, кăçал 50 проба илнĕ те ĕнтĕ. Ку чухне вĕсенчен пĕри те иккĕленÿ çуратманни паха.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code