Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Пособи тÿлеме

РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн пособи тÿлеме 62 миллиард тенке яхăн уйăрасси пирки калакан йышăнăва алă пуснă.

Çак укçана регионсене асăннă пособие тÿлесе тăма уйăрса парĕç. Тÿлев сумми регионти ачан пурăнма кирлĕ минимумăн 50 проценчĕпе танлашать.

Сывлăха сыхлассишĕн

Республикăра хальхи вăхăтра алкоголь продукцине сутассипе çыхăннă чарусем сахал мар. Вĕсем пурте çынсен сывлăхне, пурнăçне сыхлассипе, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

2020 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре çĕнĕ чару вăя кĕрĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă апатлану предприятийĕсенче, вĕсен çынсене йышăнмалли залĕ 50 тăваткал метртан пĕчĕкрех пулсан, алкоголь продукцине сутма чараççĕ.

Эрех таврашне çавăн пекех социаллă объектсенче /вĕренÿ, спорт, медицина организацийĕсенче, культурăпа спорт учрежденийĕсенче/ тата вĕсемпе юнашар территорисенче сутма юрамасть.

Виçĕреш

Шупашкарти Андреевсем пĕр самантра нумай ачаллă çемье пулса тăнă.

Вĕсен виçĕреш çуралнă. Икĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача срокран маларах çут тĕнчене килнĕ. Пепкесем 1654 грамм, 1486 грамм, 1182 грамм тайнă. Вĕсем больницăра пĕр уйăх выртнă, вĕсене специалистсем сăнаса тăнă. Халĕ ачасен сывлăхĕ чиперех.

Çакна палăртмалла: пĕлтĕр те, кăçал та халĕччен республикăра виçĕреш пулман.

«Хĕрÿ лини»

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе Чăваш Енре коронавируса хирĕç кĕрешессипе «хĕрÿ лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ.

Телефонпа шăнкăравласа COVID-19 сарăлни, чир паллисем тата сывалмалли мелсем çинчен специалистсенчен ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех операторсем те чир ернине сиссен мĕн тумаллине, тест ăçта памаллине ăнлантарса параççĕ. Раççейри пур регионта та пĕрлехи телефон линийĕсем йĕркеленĕ. Роспотребнадзор – 8800-555-49-43, пĕрлехи «хĕрÿ лини» 8-800-2000-112. Кирлĕ пулсан операторсем шăнкăрава регионти линисем çине куçараççĕ. Çакă кĕске вăхăтра информаци тата медицина пулăшăвĕсене илме май парать. Чăваш Енри Сывлăх сыхлав министерствин «хĕрÿ лини» телефон номерĕ – 8/8352/ 26-14-14.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code