Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ăсталăх конкурсĕнче

Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ ачасене хушма пĕлÿ паракан шкулсенчи педагогсен ăсталăхне «Престиж» конкурсра пăхса тухнă.

Ачасене юрлама, ташлама, ÿкерме вĕрентекен педагогсен ĕçĕсене «Юрлас искусство», «Методика мастерскойĕ», «Уçă урок» номинацисенче тишкернĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнчи Римма Парферьева натюрморт ÿкерессипе, Светлана Карамаликова узбек халăх ташшипе уçă уроксен план-конспекчĕсем тăратнă. Римма Витальевна Пĕтĕм Раççейри «Престиж» професси ăсталăхĕн фестиваль-конкурсĕн III степень дипломне тивĕçнĕ, Светлана Ильинична дипломант пулса тăнă.

Телефонпа е портал урлă

Республикăри ЗАГС пайĕсем коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланса ноябрĕн 13-мĕшĕнчен çынсене вăхăтлăха маларах телефонпа е патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхĕсем паракан пĕрлехи портал урлă çырăнсан йышăнаççĕ.

Мăшăрланма заявлени панисене вăхăтлăха савăнăçлă та шавлă лару-тăрура çырăнтармаççĕ. Çавна май çемье чăмăртас текенсем регистрацие каярахри вăхăта куçарма пултараççĕ е çырăнтару вăхăтĕнче кашни 4 тăваткал метрта 1 çын кăна пулмалла /кунта ЗАГС пайĕн ĕçченĕ те кĕрет/, пĕтĕмпе 20 çынран ытлашши мар.

Кăçал районта 38 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Ноябрьте – 1, декабрьте 2 мăшăр Мендельсон маршĕ янăрасса кĕтеççĕ.

Шкулсенче – олимпиада

Шкул ачисен кирек мĕнле предметпа та пĕлÿ шайне Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра кăтартма майсем пур.

Районта муниципалитет шайĕнчи олимпиада пуçланнă. Вăл 19 предметпа иртет, декабрĕн 16-мĕшĕччен тăсăлать. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне биологипе, экономикăпа, экологипе тĕрĕсленĕ те ĕнтĕ. Акă, Патреккелĕнчи Егор Терентьевпа Алексей Петров экономика предметне лайăх пĕлнине кăтартса панă.

Калас пулать, эпидемиологи лару-тăрăвне пула кăçал район шайĕнчи олимпиадăсем кашни шкултах иртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code