Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек-синкекрен малтан асăрханмалла

Инкек-синкекрен малтан асăрханмалла

Ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче район территорийĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен службăсен командăпа штаб тренировки иртнĕ.

Унăн тĕп теми: «Управлени органĕсем, Елчĕк районĕнчи тата пĕрлехи патшалăх тытăмĕн чрезвычайлă лару-тăрăвăн Чăваш Республикинчи РСЧС территорийĕнчи объектсен звенисем çут çанталăк, техногенлă лару-тăру сиксе тухсан тата ĕçе вăрçă вăхăтĕнчи условисене куçарсан гражданла оборона мероприятийĕсене мĕнле пурнăçлани». Тренировкăн тĕп тĕллевĕ – районти вăйсемпе тата хатĕрсемпе гражданла оборонăна сыхлас енĕпе практика ăсталăхне ÿстересси, пысăк калăпăшлă синкерсене сирме пултарас хатĕрлĕхе тĕрĕслесси.

Вĕренÿ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ – КШТ штаб начальникĕ Андрей Саенко ертсе пынипе иртрĕ. Вăл чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулчĕ, унтан вĕренĕве хутшăнакансемпе, районти аварипе çăлав службин ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ, ĕç планне пăхса тухрĕ.

Вĕренĕве ирттерме районти пĕтĕм служба – медицинăпа ветеринари, пушар хуралĕпе çыхăну, газ тата коммуналлă хуçалăхăн, полици, çул-йĕрпе электричество сечĕн, ăшăпа тивĕçтерекен, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен, санитарипе эвакуаци, куçса çÿрекен апат-çимĕç пункчĕсен, техногенлă лару-тăрăва лекнисен тумтирĕпе транспортне сиенсĕрлетессипе тимлекенсем, административлă органсем, пĕтĕмĕшле илсен 200 ытла çын, 30 ятарлă техника хутшăнчĕ.

Тренировкăн пĕрремĕш кунĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн представителĕсем районти гражданла оборонăн, инкексене сирсе ярассин, гражданла оборонăн тĕп мероприятийĕсен планĕсене тишкернĕ, командăпа штаб вĕренĕвĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăннине тĕрĕслесе занятисем ирттернĕ.

Тренировкăн иккĕмĕш кунĕ тÿрех практика мероприятийĕнчен пуçланнă: ирхине 6 сехетре пушар подразделенийĕн диспетчер службине Елчĕк ялĕпе кирпĕч завочĕ хушшинчи çул çинче «транспорт инкекĕ» пулни çинчен пĕлтернĕ. ДТПра ВАЗ-2106 çăмăл тата пысăк грузсем турттаракан автомобильсем тата пассажирсене турттаракан автобус тăрăннă. Автобус çинчи 54 пассажирпа 1 водитель суранланнă, пиллĕкĕшĕн вырăнтах пурнăçĕ татăлнă. Çăмăл машинăри 2 пассажир кабинăран тухайман, бензин юхса тухнăран автомашина çумĕнчех çулăм ялкăшма пуçланă. Икĕ енлĕ çул çинче те автотранспортсене çÿреме чарнă, кĕске вăхăтрах çул çинче темĕн чухлĕ машина пухăннă. Районти аварипе çăлав службисем вăхăтра çитнипе, ДТПна лекнисене Елчĕк шкулĕнче йĕркеленĕ вăхăтлăх пункта ăсатнă, кунта инкек тÿснисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă, кашни служба пĕрле çыхăнса ĕçленине кура чрезвычайлă лару-тăрăва кĕске вăхăтрах сирсе яма май килнĕ.

Акă, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне акар йыттисен питомникĕнче /«Кашкăр йăви» турбаза/ 2 йытă хăйсене «агрессивлă тытнине, выльăхсемпе çынсене тапăннине, уланине, çăварĕнчен çăра кăпăклă сурчăк юхнине…» пĕлтернĕ. М.Егоров çак хыпара çийĕнчех район администрацине çитернĕ май чир-чĕр малалла ан сарăлтăр тесе санитарипе эпидеми мероприятийĕсем йĕркелеме пуçăннă. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ И.Николаева чирлĕ йытăсен биоматериалне Шупашкарти республика ветеринари лабораторине ярса панă, ăна тĕпченĕ хыççăн «уртаракан чир» пулнине палăртнă. Ветеринари специалисчĕсем карантин мероприятийĕсене вăхăтлă пурнăçланипе «инкек» сиксе тухнă вырăна пÿлсе илнĕ, кашнийĕшĕ хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине кăтартса, каласа панă.

Виççĕмĕш чрезвычайлă лару-тăру Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн пуçламăш класĕнче «сиксе тухнă». Л.Васильева шкул директорне 28 ача «наркăмăшланни» çинчен хыпарланă. Шкул директорĕ тÿрех çак синкерлĕ хыпара район администрацине пĕлтернĕ, хăй васкавлăн карантин мероприятийĕсем йĕркелеме тытăннă. Унтан чирлесе ÿкнĕ вĕренекенсене васкавлă пулăшу машинипе районти тĕп больницăн инфекци уйрăмне вырнаçтарнă, чирĕн сăлтавне тĕрĕс пĕлес тесе Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрне анализ панă. Диагноз çирĕпленнĕ: «вар-хырăм инфекцийĕ». Сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе кашни служба хăйĕн ĕçне тивĕçлипе кăтартнă.

Каллех «инкек»: Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн артистсен пÿлĕмĕнче «пушар тухнă». Районти службăсем ăна сирес енĕпе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçланă.

Районти гражданла оборонăн вăйĕсемпе тата мелĕсемпе техногенлă тата диверсипе террорла ĕçсене хирĕç мĕнле тăнине кăтартса район администрацийĕн çуртĕнче «диверсипе террор акчĕ иртнĕ». Çынсене противогазпа тивĕçтерекен пунктра, централизациленĕ клуб тытăмĕнче вырнаçнă эвакопунктра, районти тĕп больницăри тумтирсене сиенсĕрлетекен пунктра ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне туллин пĕлнине кăтартса панă. Николай Прохоров уйрăм предприниматель автомойкинче вырнаçнă транспорт хатĕрĕсене сиенсĕрлетекен пункт та хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă.

Виçĕ тапхăрпа иртнĕ командăпа штаб вĕренĕвĕ районти ятарлă службăсем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан мĕнле çыхăнса ĕçленине тĕплĕн паллаштарнă. Çакăн пек практика вĕренĕвĕсем кĕтмен инкек-синкекре ертÿçĕсене, ятарлă службăсене ĕçе пĕлсе йĕркелеме, чрезвычайлă лару-тăруран пысăк çухатусăр тухма май панине палăртнă.

Юлашкинчен районти пасар территорийĕнче районти гражданла оборона хатĕрĕсемпе вăйĕсен, апатланун куçса çÿрекен пункчĕсен смотрне ирттернĕ. Тĕрлĕ енчен тĕпченĕ хыççăн службăсен, пунктсен ертÿçисем ĕç-хĕле лайăх йĕркеленине палăртнă.

Район администрацийĕн сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕсенче: командăпа штаб вĕренĕвĕн саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code