Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ проект

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çулсерен телевиденипе радио тата пичет тытăмĕсем хушшинче тĕрлĕ конкурс ирттерет.

Вĕсенчен чи палли — социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем. Пичет изданийĕсен конкурсĕнче, палăртма кăмăллă, çĕнтерỹçĕсен йышне «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрован проекчĕ те кĕнĕ. Малашне, март уйăхĕнчен пуçласа ноябрьччен, сирĕн «Ял тата унăн çыннисем» проектпа кашни уйăхра паллашма май пулĕ. Вăл пĕрер страница тухса пырĕ. Унта хăвăрăн тăрăхри хастарсем çинчен эсир те хыпарлама пултаратăр.

Хĕр ачасем нумайрах

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 1395 ача çуралнă: 715 хĕр ача тата 680 арçын ача.

ЧР Юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Дмитрий Сержантов палăртнă тăрăх, кăçал республикăра 318 çемьере виççĕмĕш ача çут тĕнчене килнĕ, 131 çемьере вара — тăваттăмĕш тата ун хыççăнхи. Пирĕн районта вара кăçал 6 ача çуралнине регистрациленĕ, çав шутран 3 арçын ача, 3 — хĕр ача.

Аса илтеретпĕр: 2022 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Ача çурални» суперсервис ĕçлет.

Черетлĕ пулăшу

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли черетлĕ пулăшу Лаш Таяпа территори пайĕнче йĕркеленĕ.

Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакансем тата «Яманчурино» сахал яваплă обществăра хатĕрленĕ икĕ «УАЗ» автомашина, çавăн пекех апат-çимĕç, строительство материалĕсем, тумтир тата ытти кирлĕ хатĕрсем ăсатнă.

Округра «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа ирттернĕ ыр кăмăллăх концерчĕсенчен пухăннă укçа-тенкĕпе техникăна юсама насоссем, домкратсем, пăркăчсем туянса панă. Тĕрлĕ территори пайĕсенчен ятлă посылкăсем панисем те пур.

Хăрушсăрлăх йĕркине вĕреннĕ

Мартăн 1-мĕшĕнче палăртакан Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунĕнче округ шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ.

Ку енĕпе тĕрĕслев тата профилактика ĕçĕсене пурнăçлакан яваплă должноçри сотрудниксем округри вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулнă, вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле пухăнса чрезвычайлă лару-тăрура хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассин тĕлĕшпе уçă уроксемпе тренировкăсем йĕркеленĕ.

«Вутпа асăрхан»

Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ОБЖ предметне ертсе пыракан Олег Муравьев хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă темăсене çĕклесе вĕренекенсемпе заняти ирттернĕ: «Тимлĕх — хăрушсăрлăх!», «Урамра палламан çынсемпе хăвна мĕнле тытмалла?», «Вутпа асăрхан»…

Ачасене инкеклĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли пирки те ăнлантарнă калаçу вăхăтĕнче.

КДН ларăвĕнче

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче çул çитменнисене тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе çыхăннă комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта 5 ĕç пăхса тухнă, çав шутран пĕри — ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăннипе çыхăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну тунă.

Вĕренекенсемпе курнăçнă

Пушар тĕрĕслевĕн Елчĕкри пайĕн инспекторĕ Сергей Сардаев Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 4-8 классенче вĕренекенсемпе калаçу ирттернĕ.

Чи малтанах инкек сăлтавĕсене тишкернĕ тĕл пулура. Калаçу вĕçĕнче патшалăх инспекторĕ вĕренекенсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравланă.

Финанс пĕлỹлĕхне тĕрĕслер-и?

Пĕтĕм Раççейри финанс пĕлỹлĕхĕн тата предпринимательлĕхĕн онлайн олимпиади пуш уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче иртет.

Ăна «Учи.ру» платформа Раççей Финанс министерствипе, Раççей банкĕпе, Раççей экономика аталанăвĕн министерствипе, «Национальные приоритеты» организаципе пĕрле йĕркеленĕ. Унта 1-9-мĕш класс ачисем хутшăнĕç. Вĕсене хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес тесен интернета тухма май паракан компьютер е планшет кирлĕ пулĕ. Олимпиадăна хутшăннă ачасене Дипломпа, Хисеп хучĕпе чыслĕç е сертификат парĕç, вĕрентекенсемпе вĕренỹ учрежденийĕсене вара — Тав çырăвĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code