Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыхăну çирĕп

Çыхăну çирĕп

2023 çула Раççейре Педагогпа наставник, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă вĕсем. Вĕрентекен пĕчĕкскерсене вулав, шутлав, çыру ĕçне алла илме пулăшни кăна мар, вĕсемшĕн вăл пĕтĕм пурнăç тапхăрĕнче ырă канашçă, ăспаруçă вырăнĕнче.

Эпир, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче канлĕх тупнисем, ялти шкул коллективĕпе тахçанах туслă çыхăну тытатпăр. Ачасем — пирĕн яланхи кĕтнĕ туссем, час-часах юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Нумай кирлĕ-и пире, хăшĕ-пĕрин ун чухне те хумханнипе, тен, çамрăклăхĕ куç умне килнĕрен е урăх сăлтава пула куçĕсем шывланаççĕ.

Сергейпе Ольга Красновсем ертсе пынипе çамрăк артистсем иртнĕ кунсенче те пулчĕç пирĕн патăмăрта. Юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнтарма ăнтăлаканскерсен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Хуткупăспа, гитарăпа ăста вылянисĕр пуçне юрлассинче те маттур. Музыка инструменчĕсене алла илме вĕрентекенĕ, округри тата регионти конкурссенче çĕнтерме пулăшаканĕ — Сергей Владимирович.

Сăмах май, пирĕн стационар уйрăмĕн заведующийĕн Антонина Осипован ывăлĕ те ун патĕнче вĕреннĕ. Хуткупăспа, гитарăпа каласа пире те уяв туса панă. Юрăсем те çырать вăл.

Эпир айккинчен кăна килсе уяв туса парасса кĕтместпĕр — хамăршăн хамăр та тăрăшатпăр. Шашка-шахмат турнирĕсене йĕркелеме майлăрах та, нумаях пулмасть иртнĕ турнирта В.Кириллов çĕнтерчĕ. С.Маловпа А.Савинов призерсен йышне кĕчĕç.

Пирĕн туслă коллектив, пĕтĕм Раççей халăхĕ пекех, ыр кăмăллăх акцийĕсене те хастар хутшăнать. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе эпир те укçа-тенкĕ пуçтарса патăмăр.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code