Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастаррисене чысларĕç

Хастаррисене чысларĕç

Елчĕк округĕн администрацийĕн ларусен пысăк залне округри хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕсем пуçтарăнчĕç. «Эпĕ — хĕрарăм» III конкурса хутшăннисене чысларĕç çак кун.

Вĕсене ЧР Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй, Чăваш Ен хĕрарăмĕсен Союзĕн председателĕн çумĕ Алевтина Федорова тата Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕç.

2023 çулта конкурса хутшăнма Чăваш Енĕн мĕнпур округĕпе хулисенчен 614 çын заявка панă. Унта тĕрлĕ сферăри хĕрарăмсем хутшăннă. Вĕсем фермерсемпе воспитательсем, тухтăрсемпе кил хуçи арăмĕсем, учительсемпе нумай ачаллă амăшĕсем…

Конкурсăн «Пысăк чĕре» номинацийĕнче Елчĕкри психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центрĕн логопечĕ Лариса Смирнова çĕнтернине маларах хаçатра çырнăччĕ.

Е.КРЫЛОВА.

Юлия Козлова сăн ỹкерчĕкĕнче: чысланисен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code