Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕслес тĕллевпе ятарласа туянни

Тĕрĕслес тĕллевпе ятарласа туянни

Кунта ветеринари эмелĕсем пирки сăмах пырать. Нумаях пулмасть «Ветеринари çинчен» саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Унта тĕрĕслев тĕллевĕпе ветпрепаратсене ятарласа туянасси пирки каланă. Тĕллев: суту-илÿ йĕркине пăхăннине тĕрĕслесси, суя эмелсем сутнине тупса палăртасси.

Тĕрĕслев туянăвĕсене Россельхознадзор планĕпе килĕшÿллĕн ирттерме палăртнă. Мĕн чухлĕ тĕрĕслев пуласси регионсенчи лицензиатсен шутĕнчен килет. Сăмах май, республикăра хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх эмелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 59 лицензиат /çак шутра курттăммăн сутакан 5 предприяти/ ĕçлет. Анчах та Чăваш Енре ку енĕпе лицензи-сĕрех ĕçлекенсем те пуррине кăçал тупса палăртнă.

Пĕтĕмпе вара лицензи тата эмелсен çаврăнăшĕн контролĕ енĕпе 10 тĕрĕслев ирттернĕ май административлă 10 ĕç пуçарнă. Хуçалăхсенчен килекен çырусене – çăхавсене те шута илĕç.

Суя эмелсем сутлăхра пуррине вара республикăра пĕрре мар тупса палăртнă. Çулталăк пуçламăшĕнчех, сăмахран, регистрацилемен препарат – «НеоФурол» /внутриматочные палочки/ куç тĕлне пулнă.

Кунсăр пуçне, сиплев япалисен пахалăхне палăртас тĕллевпе 19 пробăна лабораторире тĕрĕслеттернĕ те, шел те, хальлĕхе 3 препарат требованисене тивĕçтерменни палăрнă, пур тĕрĕслев кăтартăвĕ те çитмен-ха. Пахалăхсăр сиплев япалисене: Мускавра кăларнă «Универм» порошок /ăна паразитсенчен усă кураççĕ/, Саратов облаçĕнчи пĕр общество кăларнă «Новокаин» раствор тата Владимир хулинчен çитнĕ «Кальция хлорид» раствор партийĕсене тĕп тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен кăçал Шăмăршă, Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкар хулинче сутнă эмелсене тĕрĕслеттернĕ. Юрăхсăррисене вара Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкар хулинче сутнă пулнă.

Çавăн пекех фармацевтика субстанцийĕсен ?эмел препарачĕсем хатĕрлемелли чĕр тавар/ тĕлĕшпе улшăнусем кĕртнĕ. Малашне вĕсене ял хуçалăхĕсене тÿрремĕнех сутма чарнă: выльăх-чĕрлĕхе хăвăртрах ÿстерме усă курасран.

Тепĕр улшăну пирки те каласа хăварар. Çĕршыва регистрацилемен эмелсем кÿрсе килме май пур, енчен те зоосадсенчи, цирксенчи, океанариумсенчи, дельфинарисенчи чĕр чунсене сиплесси пирки сăмах пырать пулсан. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ чĕр чунсене валли те çак йĕрке çирĕпленнĕ.

Ытти улшăнусемпе специалистсем тĕплĕнрех паллашрĕç те пулĕ. Ку тытăмра ĕçлемен çыннăн та вĕсене пĕлни аван. Иккĕленÿллĕ эмел тĕлне пулсан управление пĕлтерме сĕнес килет. Эпир хамăра хăнăхтарнă чĕр чунсемшĕн яваплă-çке, вĕсем чĕрĕ-сывă пуласси шăпах пирĕн алăра.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code