Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалида – ĕç вырăнĕ

Инвалида – ĕç вырăнĕ

Чăваш Енри 100-е яхăн çын ĕçлекен организацисенче сусăрсене ĕçе вырнаçтармалли квота 90 процента яхăн пурнăçланнă.

Республика Правительствин шайĕнче палăртнă квотăпа килĕшÿллĕн кашни çул инвалидсем валли йĕркелемелли ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк хисепне çирĕплетеççĕ. 2019 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 ытла çынлă 316 организацире 2093 инвалид ĕçленине шута илнĕ. Çак хисепрен 1723-шĕ – квота шучĕпе, квотăн 80,1 процентне тултарнă. 35-100 ĕçлекен 772 организацире 1076 сусăр çын вăй хурать. Çак йышран 798-шĕ – квота шучĕпе, квотăна 88,6 процент тултарнă.

Федерацин «Раççей Федерацийĕнче сусăрсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунăн 11-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕç параканăн тивĕçĕсенчен пĕри çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçтарасси шутланать. 100 ытла çын ĕçлекен предприяти ертÿçи валли сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам йышĕн 3 проценчĕ, 35 çынран кая мар тата 100 çынран ытла мар ĕçлекен предприяти валли сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам йышĕн 2 проценчĕ чухлĕ ĕçе илмелли квота палăртнă.

Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем инвалидсене хапăл тусах ĕçе йышăнаççĕ, ĕç опычĕ чылай чухне ĕçченсем яваплă пулнине, тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçланине, професси ăсталăхне ÿстерме, аталантарса пыма тăрăшнине кăтартать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 86-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул валли 273 организаци палăртнă, вĕсен 312 ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.

Унсăр пуçне, ĕçлекенсен 50 проценчĕ инвалидсен ушкăнĕнче пулсан предприятие сусăр çынсем валли уйăрнă ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма республика бюджетĕнчен тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. 2019 çулта 4 организацире инвалидсем валли йĕркеленĕ 83 ĕç вырăнне сыхласа хăварма 1,4 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code