Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрий Карпов призĕшĕн

Юрий Карпов призĕшĕн

Районта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕн, СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн ятне илтмен çын çуках пулĕ. Чăваш Енре кире пуканĕн спортне аталантарассишĕн çине тăракан Тип Тимеш паттăрĕ çулталăкра кăна вун-вун ăмăрту йĕркелет. Иртнĕ шăматкун Елчĕкри «Улăп» ФОКа шăпах спортăн çак тĕсне кăмăллакансем Юрий Карпов призне çĕнсе илессишĕн ăмăртăва хутшăнчĕç.

Калас пулать, Елчĕксем кире пуканĕ йăтма кăмăллаççĕ. Шкулсенчи физкультура учителĕсем ачасене мĕн пĕчĕкрен спортăн çак тĕсне те алла илме хăнăхтараççĕ. Елчĕк çамрăкĕсем ку енĕпе ытти регионсене те тухса çÿреççĕ, пысăк кăтартусемпе палăраççĕ.

Часах Çĕнĕ çул та çитет те, Юрий Михайлович ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă май физкультурниксене Хĕл Мучи парнипе чысланине курма кăмăллă пулчĕ. Сăмах май каласан, паллă спортсмен хăй çуралса ÿснĕ ял тăрăхĕн пурнăçĕнчен те аякка пăрăнса юлмасть. Калăпăр, Тăрăм ялĕнче чиркĕве туса лартнă çĕре те строительство материалĕсемпе пулăшма мехел çитернĕ вăл.

Ăмăртăва пухăннă 100 ытла çамрăк спортсмена район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Юрий Карпов хăй тата республикăри Петр Сидоров паллă журналист саламласа ăнăçусем сунчĕç.

Хăйсен виçисенче, ÿсĕмĕсенче пĕрремĕш вырăна М.Петров, П.Филимонов, А.Максимов, Д.Петрова, К.Кузнецов, Е.Разумова, Е.Семенова, А.Чайкина /Елчĕк/, А.Николаева, К.Скворцова /Патреккел/, К.Максимов /Çирĕклĕ Шăхаль/, А.Фомина, К.Николаева, А.Петров, Л.Цветков, А.Константинов /Курнавăш/, Д.Семенов /Çĕнĕ Пăва/ çĕнсе илчĕç.

Командăсенчен Елчĕксемпе Патреккелсем мала тухрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code