Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачаран çунатланнă ĕмĕт

Ачаран çунатланнă ĕмĕт

пурнăçланнă Вырăскассинче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Курнавăшри вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Светлана Кириллован.

Йышлă çемьере ỹснĕ хĕр шкула кайичченех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Шкул партти хушшине ларсан вара унăн ĕмĕт-тĕллевĕ тата çуталса та аталанса пынă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне кĕçĕннисене урок тутарассине, тĕрĕслессине хăй çине илнĕ. Ун чухнех вăл учитель пек мăнаçлăн тытса хăйĕн çирĕплĕхне, çав вăхăтрах нумай пĕлнине кăтартнă.

Ялти шкулта ăна математикăпа Георгий Пушкин, Курнавăшра Николай Григорьев вĕрентекенсем пĕлỹ панă. Маларах хăш предмет вĕрентекенĕ пулассине татса калайман-ха хĕр. Ỹссе пынă май тĕрĕс наукăна юратасси хисеплĕ учителĕсенчен куçнине лайăх ăнланса илнĕ.

Алла аттестат илнĕ хыççăн нумай шутласа тăман Светлана Иванова, тỹрех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтне çул тытнă. Тăрăшса вĕреннĕ студентка. Алла математика учителĕн дипломне илсен ытти тăрăха мар, Елчĕкех таврăнма тĕв тытнă. Чи малтанах çамрăк специалиста Таяпа Энтринчи шкула ĕçлеме янă. Унта тăватă çул тăрăшсан Светлана Михайловна хăй çуралса ỹснĕ ялтан инçех мар шкулта ĕç тупăннăшăн савăннă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта виçĕ çул вăй хурсан тата çывăха — Курнавăша куçнă. Ку вара хăй пĕлỹ илнĕ юратнă та тăван, хаклă шкул. Унта хăйне пĕлỹ панă вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсем çамрăкшăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче.

Унтанпа 29 çул иртсе кайнине сиссе те юлайман хăйĕн профессине чунтан парăннă педагог.

Шăпа Светлана Михайловнăна тăван ялтах пурăнма пилленĕ. 1992 çулта хĕр вунă çул пĕр класра вĕреннĕ Алексей Кирилловпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшне ачаран пĕлсе ỹснĕрен çĕнĕ çын ватăсемшĕн хĕрĕ вырăнĕнчех шутланнă. Сатур та ырă кăмăллă, çепĕç кин хуняшшĕпе пĕр çулталăка яхăн, хунямăшĕпе — 20 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Ятлă хĕре ялтан кăлармаççĕ тенĕ евĕр, Светлана сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Паян та упăшкин, хăйĕн тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнассине мала хурать тĕп кил вучахне сỹнме паман тăрăшуллă хĕрарăм.

Светлана Михайловна педагогикăра 36 çул стаж пухса хăйĕн профессине чун-чĕререн парăннине кулленхи ĕçпе лайăх çирĕплетет. Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссемпе конференцисене активлă хутшăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта виçĕ вĕренекенĕ математика предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ е призер пулса тăнă. Çавăн пекех дистанци мелĕпе йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри вăйă-конкурссенче уйрăмах хастар: «Видеоурок» проектра, акă, 1 çĕнтерỹçĕ, 2 призер, «Инфоурок» проектра 2 çĕнтерỹçĕпе 2 призер, «Мега-Талант» проектра 4 çĕнтерỹçĕпе 1 призер, «Я — гений» — 3 призер, «Школьные дни» проектра 4 призер. 2 вĕренекен математикăпа иртекен çамрăксен чемпионатĕнче диплом çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем — Учи.ру, Я класс вĕренỹ платформин хастарĕсем.

Светлана Михайловнăн вĕренекенĕсем проектпа тĕпчев ĕçĕсенче те пултарулăхпа палăраççĕ. Математикăпа Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытса республикăри, Раççейри паллă аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Тỹрĕ кăмăллă учитель пархатарлă ĕçĕпе коллективра та, ашшĕ-амăшĕ умĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Шкул ачисем ăна ахальтен юратмаççĕ: вăл хăйĕн пĕлĕвне ачасене парассишĕн чунне пама хатĕр.

С.Кириллова 8-мĕшсен класс ертỹçи. Анлă тавра курăмлă вĕрентекенĕн класĕ шкулти мероприятисенче, спорт ăмăртăвĕсенче те харсăр. Пултаруллă педагог шкул, ял, район пурнăçĕнче активлăхпа палăрать. Вăл ялти «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕн членĕ. Çавăн пекех вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене те чылай çул чыслăн пурнăçлать.

Светлана Михайловнăпа Алексей Семенович 3 ача çуратса анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă. Виççĕшĕ те ЧПУра тарăн пĕлỹ илнĕ. Александра информатикăпа шутлав техникин, Анастасия строительсен, Александр электроэнергетика факультечĕсенчен вĕренсе тухнă. Кашнийĕшĕ хăйсем юратса суйласа илнĕ профессипе Шупашкарти предприятисенче сумлă должноçсенче тăрăшаççĕ.

Нумай çул ачасене тарăн пĕлỹ, воспитани панăшăн кăçал Светлана Кирилловăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Çак сумлă ята чăннипех тивĕçлĕ вăл.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code