Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи лайăххисене палăртнă

Чи лайăххисене палăртнă

Ĕнер районти производство тата суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче ирттернĕ «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса 14 предприяти хутшăннă. Суту-илÿ предприятийĕсем хушшинче 1-мĕш вырăнсене В.Ершов тата В.Изратов предпринимательсем /«Арсенал» тата «Водолей» лавккасем/ çĕнсе илнĕ. Л.Александров тата О.Яковлева предпринимательсем /«Санти» тата «Охота. Рыбалка. Спорт»/ 2-мĕш вырăна тухнă. 3-мĕш – А.Гавриловпа А.Чернов предпринимательсем /«Ромашка» тата «Меридиан» лавккасем/.

Производство предприятийĕсем хушшинче 2-мĕш вырăна «Прогресс» АХО, 3-мĕш вырăна «Елчĕкри çăкăр завочĕ» ООО йышăннă.

Обществăлла апатлану предприятийĕсем хушшинче Н.Такмаковăпа П.Дудкин предпринимательсем /«Була» кафепе «Центральный» банкет залĕ/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен предприятисем хушшинче 1-мĕш вырăна яланхиллех В.Изратов предприниматель тытса тăракан автосервис мала тухнă. Призлă вырăнсене А.Иванова /«Клеопатра» илем салонĕ/ тата О.Мальцева /«Венера» парикмахерски/ йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code