Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асра – пĕтĕмпех лайăххи

Асра – пĕтĕмпех лайăххи

Тепĕр çулталăк та хыçа юлчĕ. Çунат хушнăн вирхĕнсе иртет-çке çул хыççăн çул. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тепĕр çула кĕтсе илнĕ май иртнине аса илсе пĕтĕмлететпĕр, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене палăртатпăр. Мĕнпе асра юлчĕ 2018 çул сирĕншĕн; Çак ыйту çине хурав пачĕç те пирĕн хаçатăн хаклă тусĕсем.

Валентина ЕМЕЛЬЯНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Яманчÿрел ялĕ:

– Кăçал пирĕн харсăр та пултаруллă ял çыннисем курăмлă ĕçсем сахал мар тунă. Чи паллă событисенчен пĕри – ялта часавай çĕкленсе ларни. Çак ырă тăвакансен çулталăкĕнчи паллă пулăмра чи малтанах ял старостин Николай Чебоксаровăн тÿпи калама çук пысăк. Ылтăн алăллăскер, çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă пулсан та, стройка ĕçĕнче çав тери правур.

Сăваплă та ырă ĕçе ялта пурăнакансем, хулари ентешсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Попов, «Яманчурино» тата «Яманчуринская сельхозхимия» ОООсем пулăшу аллине тăсрĕç. «Çĕнĕрен çуралнă часовня» стендра строительство ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пынипе тĕплĕн паллашма пулать.

Çитес çул пĕр шухăшлă ял çыннисем обелиск тума палăртнă.

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

– Райцентр шкулĕнчи 728 вĕренекен, 71 педагог 2019 çула тулли кăмăлпа кĕтсе илет. 2017-2018 вĕренÿ çулне 349 ача «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕçленĕ. 48 выпускникран пиллĕкĕшĕ шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ.

463 шкул ачи Пĕтĕм Раççейри предметсен муниципалитет олимпиадисене хутшăннă, вĕсем 52 призлă вырăн çĕнсе илнĕ.

Кăçал шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсене пуçăнни те ырă пулăм. 1998 çултанпа çурт тăррине улăштарма май килмен. Республика пирĕн шкула юсама 5 миллион та 139 пин тенкĕ уйăрнă. Çавна май 2 пин тăваткал метрлă тăрăна улăштарнă, çурт фасадне çĕнетме тата пластик чÿречесем лартма планланă.

Владимир ПЕТРОВ, пилĕк ача ашшĕ, Елчĕк ялĕ:

– Йытă çулĕ пирĕн туслă çемьене пысăк савăнăç илсе килчĕ. Пире патшалăх Елчĕкре хваттерсем парнелерĕ. Паллах, эпир хамăрăн пилĕк ывăла патшалăх çине шанса пурнăç пиллемен, çапах РФ Правительстви нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пани хавхалану кÿрет. Çакă çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма та пулăшать. Эпир хамăр умри тивĕçе пурнăçланă теме те пулать. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – ачасене вĕрентсе професси илме пулăшасси, пурнăçăн анлă çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларса çĕршывшăн усăллă çын туса ÿстересси.

Пурне те Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу!

В.СМИРНОВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code